Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Уяв кунĕсенче Чăваш Енре коммуналлă инфратытăм кăлтăксемсĕр ĕҫленĕ
13.01.2020Уяв кунĕсенче Чăваш Енре коммуналлă инфратытăм кăлтăксемсĕр ĕҫленĕ

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем ҫĕнĕ ҫулти уявсем пирки сӳтсе явнă, кану кунĕсем епле иртнине пĕтĕмлетӳ тунă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче коммуналлă инфратытăм кану кунĕсенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕҫленĕ тесе хыпарланă. Пăтăрмахсем сиксе тухман, халăх сывлăхне чăрмав кӳрекен япаласем те пачах та пулса иртмен тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Республика ертӳлĕхĕ коммуналлă инфратытăма аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕрсе пыни те куҫкĕретех. Канашра, Куславккара, Ҫĕмĕрлере, Етĕрнере ҫĕнĕ объектсем хута янă.  Юлашки 4 ҫул хушшинче объектсем валли пурĕ 6 млрд тăкакланă. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне коммуналлă инфратытăма ҫĕнетсе пыма тата та 13,2 млрд пăхса хăварнă бюджетра.   

Хутса ăшăтмалли тапхăр йĕркеллĕ ирттĕр тесен, халăхăн тĕрлĕ ресурссемпе усă курнăшăн, газшăн тата ытти пулăшусемшĕн вăхăтра хăй пайне тӳлесе пымаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика