Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Нарăс уйăхĕн 15–16-мĕш кунĕсенче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать
01.02.2018Нарăс уйăхĕн 15–16-мĕш кунĕсенче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать

Михаил Игнатьев возглавит делегацию Чувашской Республики на Российском инвестиционном форуме – 2018 в СочиНарăс уйăхĕн 1516-мĕш кунĕсенче Сочире Олимп паркĕнче Раҫҫей инвестици форумĕ иртет.  Унта хутшăнакансем регионсен политикин приоритетлă ҫул-йĕрĕсене сӳтсе явма палăртнă. РФ субъекчĕсен экономика потенциалĕсен тĕп пĕлтерĕшлĕ аспекчĕсене тишкерме плана кĕртнĕ, инвестици потенциалĕ те кун йĕркинчех тăрĕ.

Форум ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăнĕ.  

Раҫҫей инвестици форумĕн ĕҫлĕ программине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев хутшăнать.

Сочире пулакан инвестици форумĕн программинче ĕҫлĕ тĕлпулусем, РФ регионĕсем хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетесси,   ют ҫĕршывсемпе ҫыхăнăва сарасси те кун йĕркинчех пулĕ.  

Стратеги пуҫарăвĕсен Агенстви йыхравĕпе Михаил Игнатьев форумра Пĕтĕм Раҫҫейре РФ субъекчĕсенче социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарассипе чи пуҫаруллисен конкурс ҫĕнтерӳҫисене чысланă пулăма хутшăнать.  Вăл нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртет, мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ -  Дмитрий Козак йĕркелесе ертсе пырать.

Палăртса хăваратпăр, конкурс членĕсем пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, Чăваш Республикин «Экспресс-бабушки» (Экспресс-асаннесем) социаллă проекчĕ ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ.

Раҫҫей Президенчĕн Советникĕ, Йĕркелӳ комитечĕн яваплă секретарĕ Антон Кобяков йыхравланипе, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «РФ регионĕсен сывлăх сыхлавĕ: паянхи тухăҫлăх тата 2025-мĕш ҫулсем валли палăртса хунă тĕллевсем» ятлă сессире доклад тума хатĕрленнĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, 2017-мĕш ҫулта Петербургра Пĕтĕм халăхсен хушшинче йĕркеленĕ экономика форумĕнче «Сывлăх сыхлавĕн тухăҫлăхне хакламалли 3 виҫе» ятлă «ҫавра сĕтел» мелĕпе йĕркеленĕ калаҫура Чăваш Республики РФ 85 субъекчĕ йышĕнче 5-мĕш вырăна тухнине ҫирĕплетнĕ пулнă.    

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Раҫҫей инвестици форумĕн пленар ĕҫне хутшăнать.  «Инвестици регионсене – инвестици пуласлăха» ятпа иртекен форумра Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев доклад тăвать.

Палăртма кăмăллă, 2017-мĕш ҫулта Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Республикин делегацийĕ чи активлă хутшăнаканни пулнă. 

Палăртса хăваратпăр, Форум йĕркелӳҫисем пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 2000 ытла бизнес сферинче тăрăшакансем хутшăнма кăмăл тунă. Кунсăр пуҫне 15 министерствăран ятарлă представительсем, Федераци службисен 10 ертӳҫи, РФ субъекчĕсен 77 пуҫлăхĕ килĕшнĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин членĕсем - 20-ĕн, РФ Патшалăх Канашĕн пайташĕсем 7-ĕн пуласси паллă. Кунсăр пуҫне Раҫҫейри чи пысăк предприятисен ертӳҫисем те пулассине палăртнă, вĕсен йышĕ 718 танлашнă.

Ют ҫĕршывсенчен те представительсем сахал мар пуҫтарăнĕҫ. Вĕсем:  Австрирен, Великобританирен, Испанирен, Италирен, СШАран, Канадăран, Францирен, Турцирен, Японирен. 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика