Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев политика партисен представителĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ
06.09.2018Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев политика партисен представителĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева с представителями политических партийАвăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕнчи политика партийĕсен тăватă фракцийĕн представителĕсемпе тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Валентин Шурчанов (КПРФ Партийĕн Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ), Олег Николаев (Справедливая Россия Партийĕн регионти уйрăмĕн аппарат ертӳҫи), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ,  «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн  Регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳҫи Николай Николаев, Чăваш Республикинче Патшалăх Канашне ЛДПР фракцирен суйланнă депутат Константин Степанов хутшăннă.

Тĕлпулура вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев пулнă.  

Ертӳҫĕсемпе пĕрле депутатсем республикăн обществăлла пурнăҫĕпе экономика аталанăвне сӳтсе явнă.   Граждансене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтермелли ыйтусене хускатнă,   суйлавҫăсен ыйтăвĕсене тапратнă.  

Тĕлпулăва уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев депутатсене, политика тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ шухăшлă пулсан та, республика ырлăхĕшĕн пĕрле тухăçлă ĕçлесе пынăшăн тав тунă. Саккунсем, нормăпа право акчĕсене йышăннă чухне яланах пĕр-пĕрин сăмахне итлеме тата илтме тăрăшнине каланă.

«Пурсăмăр та пĕрле пухăнса ĕҫлесен тĕрĕс йышăнусем тăвайратпăр. Саккунсен базине те ҫĕнетсе пыма пултарайратпăр. Паллă, мĕнпур ыйтусене туххăмрах татса пама хĕн. Бюджет укҫи тĕллевлĕн тăкакланать.  Пĕлсе ĕҫленине кура, ҫулсерен бюджетăн тупăшĕ те ырă енне куҫса пырать», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ тăнăҫлă аталанса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Ĕҫ климачĕ епле пулса пырасси тăнăҫлăхран сахал мар килет. Енчен те пысăк технологиллĕ производствăсем ҫĕкленсен, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ», –  хушса каланă вăл.   

Халăхпа кулленех уҫă калаҫусем ирттернине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Вĕсен пуҫаруллă шухăшĕсене тĕпе хума тăрăшнине, пурнăҫа кĕртме бюджетран сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ.

Ыйтусене яланах итлеме, вĕсене татса пама хатĕррине пĕлтернĕ политика партисен представителĕсене вăл.     

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика