Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ – финанс Министрĕ Антон Силуанов ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă
21.05.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ – финанс Министрĕ Антон Силуанов ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 

Михаил Игнатьев принял участие в селекторном совещании под председательством Министра финансов РФ Антона Силуанова Ҫу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ – финанс Министрĕ Антон Силуанов ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – РФ регионĕсенче наци проекчĕсем епле пурнăҫа кĕрсе пыни.

Ҫĕршыв Правительствин вице-премьерĕ канашлăва пухăннисене РФ субъекчĕсене укҫан тĕрев пулассине хыпарланă, анчах та пулăшу тĕллевсене туллин пурнăҫлакансем патне ҫитессине асăннă.  Федераци центрĕ палăртнă ĕҫсене пурин те кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пымаллине чĕнсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ăнăҫлă ĕҫлекенсем яланах ыттисемшĕн тĕслĕхре пулĕҫ, вĕсене патшалăх енчен хушма пулăшу та куҫасси куҫкĕретех тенĕ вăл.

«Регионсенчи наци проекчĕсене кулленех ҫирĕп йĕркепе тĕрĕслĕпĕр, мониторинг тăвăпăр. Ыйту кун йĕркинче. Федераци шайĕнче наци проекчĕсене пурнăҫа туллин кĕртессипе тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ. Апла пулсан, РФ субъекчĕсенче те мĕн пур мероприятисене вăхăтра пурнăҫламалла, вĕсен федераци центрĕн ыйтăвĕсемпе те тӳр килмелле», – тенĕ Антон Силуанов.

Контрактсене вăхăтра, вăраха тăсса пымасăр алă пусмалла. Килĕшӳ ĕҫ хучĕсен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Регионсенчи влаҫсен муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе килĕшсе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пырассишĕн тăрăшмалла тенĕ вăл.

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительствин членĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Наци проекчĕсем пирки тарăн сӳтсе явнă, ыйтусем епле пурнăҫа кĕрсе пынине пăхса тухнă. Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене хускатнă, объектсене вăхăтра хута яма, пулăшусемпе туллин усă курса пымаллине асăрхаттарнă.    Федерацин 67 проектĕнчен 52-шĕпе Чăваш Республики курăмлă ĕҫлесе пырать, нацин 11 проектне пурнăҫа кĕртет.

2019–2024-мĕш ҫулсем валли регионти проектсемпе ĕҫлеме 77,1 млрд пăхса хăварнă.

Ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче республика хыснинче регионăн 40 проектне пурнăҫа кĕртме 23,2 млрд уйăрнă, вăл шутран, 2019 ҫул валли – 9,6 млрд.  

Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем наци проекчĕсене кулленех тĕрĕслесе тăраҫҫĕ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наци проекчĕсемпе ҫыхăннă ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Актуаллă ыйтусене туххăмрах татса парас тесе, час-часах ĕҫ планĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕнче те сӳтсе яваҫҫĕ.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика