Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче патшалăх пулăшăвĕ порталпа усă куракансен йышĕ 1,5 хут ӳснĕ
12.02.2018Чăваш Республикинче патшалăх пулăшăвĕ порталпа усă куракансен йышĕ 1,5 хут ӳснĕ

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Канашлу, нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Мускав ҫывăхĕнче авиакатастрофăра вилнисене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуҫланнă.

«Ҫак инкек пире тепĕр хут хăрушсăрлăх ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарать.  Пирĕн ҫынсене кулленех хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле, халăхăн ыранхи куна шанмалла тата ĕненмелле», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ канашлу ĕҫне пуҫланă май. Тимлĕхе пĕр самантлăха та ҫухатма юрамасть.

Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе нумай ыйтусене муниципалитетсен шайĕнче те татса памаллине асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.  «Хăрушлăхсăр хула» проектпа ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă вăл.  Уйрăмах, паянхи пурнăҫ таппинче шкулсенче ҫак ҫӳлерех асăннă ыйтупа тарăнрах ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.

Паянхи канашлура Чăваш Республикин электронлă правительстви текен ыйтăва хускатнă. Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕҫтернĕ чух усă курмалли меслетсем пирки чарăнса тăнă. Палăртнă ыйтупа тĕплĕн Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов каласа кăтартнă.

РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указĕсемпе килĕшӳллĕн, 2018-мĕш ҫул вĕҫне мĕнпур ҫынсенчен 70 проценчĕн электронлă майпа тĕрлĕ пулăшусене илмелле. Ҫакăн йышши пулăшусем кулленех ĕҫре пулмаллине асăннă. Хальлĕхе ҫак кăтарту 60 процентпа танлашать.

Министр хăйĕн сăмахĕнче халăха ҫак хыпарсемпе еплерех тивĕҫтерсе пынипе паллаштарнă.   Ҫынсене ҫăмăллăх мелĕсем пирки те каласа ăнлантарнине пĕлтернĕ. Пĕрлехи портал адресĕ: www.gosuslugi.ru. Чăваш Республикинче НФЦсем чылайлансах пыраҫҫĕ, халăх унта тăтăшах хăйсене кирлĕ пек патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе усă курать. Пуласлăхра электронлă правительствăн регионти сегменчĕсене анлăлатассине  плана кĕртнĕ.

Информаци технологийĕсене вăйлатма федераци хыснинчен кăҫал пулăшу илме Чăваш Республики субсидисем тивĕҫекеннисен йышне кĕрсе юлнă. Регионти проектсене пурнăҫа кĕртме 12,5 млн федераци пайĕнчен куҫасси те паллă.

Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх, 2017-мĕш ҫулта тĕрлĕ пулăшусене электронлă майпа илес текенсен йышĕ ӳснĕ имĕш. Кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе пăхсан 1,5 хут хăпарнă тесе сăмаха малалла тăснă министр. 2018 ҫулта нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе ҫак www.gosuslugi.ru адреслă портал ҫинче Чăваш Республикинче пурăнакансенчен 53,9 проценчĕ регистрациленнине каланă.  Вăтамран уйăхне порталпа усă куракансен йышĕ  14-16 пин ҫын ӳссе пырать тенĕ министр сăмаха пĕтĕмлетсе. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ халăх электронлă майпа тивĕҫтерекен пулăшусене кăмăлланине палăртнă. Регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене пулăшусен пахалăх шайне ӳстерессипе ытларах ĕҫлемеллине каланă.

Паян канашлу ĕҫне пухăннисем «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2018» массăллă чупăва сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пурĕ спорт уявне 63 пин ҫын ытла хутшăннă.  Мероприяти мĕнпур хула тата районсенче курăмлă иртнĕ тесе асăннă министр.  Шупашкарта 14 пине яхăн ҫын чупăва тухнă.  Чи пĕчĕкки – 2 ҫулта пулнă. Чи асли вара 88 ҫулти йĕлтĕр сырнă.

Чăваш Республикин спорт министрĕ старта тухнисене пурне те ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Сочи хулинче инвестици форумĕ иртĕ. Ăна валли Чăваш Енри делегаци епле хатĕрленни пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. Мероприяти нарăс уйăхĕн 15-16-мĕш кунĕсенче пулать, регионăн делегацине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ертсе пырĕ.   Сочире тĕрлĕ ĕҫлĕ калаҫусем ирттерме плана кĕртнĕ, ют ҫĕршывсенчи паллă пысăк предприятийĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетесси те кун йĕркинчех тăрать.

Паян канашлура Михаил Игнатьев строительство ĕҫне пая кĕрсе улталаннă ҫынсем пирки те сăмах хускатнă. Халăх хваттерсене вăхăтра куҫайманнине асăннă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 1500 ҫын йывăрлăха кĕрсе ӳкнине пĕлтернĕ. Вĕсем «Алза» ТМЯО, «Кратонстрой» ТМЯО, «Победа» ТМЯО тата ытти предприятисемпе пая кĕрсе ĕҫ хучĕсене алă пуснă, укҫасене куҫарса панă. Анчах та ҫак организацисем объектсене вăхăтра хута ярайманни куҫкĕретех.  Хальхи вăхăтра йывăрлăх кăларса тăратнă объектсене хута яма ҫĕнĕ подрядчиксем шыраҫҫĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов  хăйĕн сăмахĕнче «Чувашский бройлер» АУО шăпи пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ канашлу ĕҫне хутшăннине палăртнă, 2018-мĕш ҫул валли плана кĕртнĕ ĕҫ кăтартăвĕсем пирки каласа панă. 2017-мĕш ҫулта гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫĕн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен чарăнса тăнă, хăш-пĕр самантсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика