Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ
16.04.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел видеоконференцию с главами администраций районов и городовАка уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Ҫурхи шыв-шур ыйтăвĕ пирки Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн каласа кăтартнă. Республикăри кăнтăр районĕсенче уй-хирсенче юр ҫукпа пĕрех тенĕ вăл. Пĕвесенче шыв аннă, хăрушлăх прахăҫланнă тесе хыпарланă. Йывăрлăх кăштах Патăрьел, Каҫал ен, Елчĕк районĕсенче пулнă, ҫак муниципалитетсенче вырăнти ертӳҫĕсем кирлĕ пек мĕнпур мерăсене вăхăтра йышăннă тенĕ вăл.  Тепĕр пысăк тапхăр пуҫланма пултарать, вăрмансенчен шыв ялсене юхма пуҫлĕ.  Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть тесе асăрхаттарса каланă ертӳҫĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйту – ҫурхи ĕҫсем. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов кăҫалхи ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăксем 560 пин га йышăннине хыпарланă. Ҫурхи культурăна 324 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса ҫитĕнтерме плана кĕртнĕ. Республикăра вăрлăх ҫителĕклĕ хатĕрленĕ. Хуҫалăхсенче вăрлăха кондицине ҫитерессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Хальлĕхе кăтарту регионта 89 процентпа танлашать. Республикăра хуҫалăхсем удобрени туянассипе те аванах ĕҫлеҫҫĕ, 9,8 пин тонна хатĕрленĕ. Бензин топлива таврашне чылай туянса хунă, кăтарту 75 процентран иртсе кайнă. Усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси ҫивĕч ыйту. Кун пирки кулленех тăрăшса ĕҫлемелле вырăнти ертӳҫĕсен.

Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче юлашки ҫулсенче регионта ял хуҫалăх валли уйăрнă, усă курăнмасăр выртакан 50 пин гектара хуҫалăхсем пусă ҫаврăнăшне кĕртнине хыпарланă.  Кăҫал та ҫак ĕҫе малалла тăсма плана кĕртнĕ тенĕ вăл. Ҫĕр улмине лартса ҫитĕтерессипе, хуҫалăхсенче активлă ĕҫлемеле, лаптăксене чакарма юрамасть тесе асăрхаттарнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ ҫурхи ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртме  хуҫалăхсене пĕтĕмпе 1,8 млрд кирлĕ пулĕ тесе пĕлтернĕ.

2018-мĕш ҫулта  ҫăмăллăх кредичĕсене пама 84,4 млн уйăрнă, хальлĕхе 109 заявкăна пăхса тухнă, кăтарту чăнласах та пĕлтĕрхинчен чылайрах тенĕ вăл.   Хуҫалăхсене кредит мелĕпе 748,9 млн пама уйăрнă. «Пĕчĕкрех хуҫалăхсем те курăмлă аталанса вăй илсе пыраҫҫĕ. Вĕсем те кредитсем илсе, вăхăтра уй-хир ĕҫĕсене пурнăҫлама тĕллев лартнă, ҫирĕп «ура» ҫинче тăма тăрăшаҫҫĕ», – тенĕ Сергей Артамонов.

 Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса таракан патшалăх инспекцийĕн ертӳҫи Сергей Вязовский техника ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Пĕр сăмахпа каласан, регионта хуҫалăхсенче ҫурхи ĕҫсене пуҫлама вĕсем пĕтĕмпех тенĕ пекех  хатĕр тесе пĕлтернĕ, хăрушсăрлăх теми ҫине хуҫалăхсен тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ видеоканашлăва пĕтĕмлетнĕ май, хуҫалăхсене уй-хир ĕҫсене вăхăтра пурнăҫлама чĕнсе каланă. Енчен те кăткăсрах ыйтусем пулсан, кредитсем явăҫтармаллине палăртнă.  «Ял хуҫалăхне аталантарасси – паянхи пурнăҫ таппишĕн питĕ приоритетлă. Бюджетра укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ пăхса хăварнă. Вĕсене хуҫалăхсене вăхăтра ҫитерсе параҫҫĕ. Кăлтăксемпе чăрмавсем пачах та ҫук», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

   Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика