Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче сĕт-çу тирпейлесе кăларакан заводра пулнă
29.12.2016Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче сĕт-çу тирпейлесе кăларакан заводра пулнă

Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче сĕт-çу тирпейлесе кăларакан заводра пулнă.

 Уçă акционерсен обществин учредителĕ Руслан Каштанов хăйĕн сăмахĕнче, пиллĕк çул хушши ĕçлемесĕр тăнă завода çĕнĕрен вăй илтерсе яма май килнине пĕлтернĕ. Производство паян лайăх ĕçленине каланă. Паллах, çак ĕçе патшалăх пулăшăвĕ пысăк витĕм кӳнине асăннă, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянма тата предприятине модернизацилеме 4,5 млн тенкĕ парса тивĕçтернине каланă. Икĕ çул хушшинче завода пĕтĕмпех çĕнĕрен тирпейлесе хута янине пĕлтернĕ. Таварсене сивĕтмелли ятарлă хатĕр те туяннине асăннă.

Завод кулленех сĕт, кефир, хăйма, çу, тăпăрч тата сыр тирпейлесе кăларать. Предприятире 31 çын тăрăшать. Таварсене республикăри ача сачĕсене, муниципалитетсене патшалăх заказĕпе куçарса панине палăртнă.  Мускавра тата Тутарстан Республикинче те  тавар анлăн сарăлнине каланă. Пĕр сăмахпа каласан, халăх кăмăллать.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ производствăна сарма бизнес-план хатĕрлеме сĕннĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе атлантарма патшалăх сахал мар пулăшу парса тивĕçтернине пĕлтернĕ. «Енчен те предприятисем çĕнĕ хатĕрсем производство валли туянаççĕ пулсан, 30 процентне субсиди мелĕпе пулăшу куçаратпăр.  Сыра халăх юратать. Сирĕн пысăк тĕллев – лайăх бизнес-план хатĕрлесси», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче, организаци сĕте вырăнти халăхран тата юнашар Тутарстан Республикинчен туяннине каланă. «Пĕр литр сĕт хакĕ 26 тенкĕ. Кун пек пысăк хаксем тахçантанпах пулман. Пысăк продуктивлă мăйракаллă шултра выльăх туяннисем, сĕтпе тупăш илни куçкĕретех», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Фоторепортаж

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика