Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассине хатĕрленсе, йĕркелӳ ушкăнĕ ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, ăна Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский йĕркелесе ертсе пынă
08.02.2019Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассине хатĕрленсе, йĕркелӳ ушкăнĕ ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, ăна Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский йĕркелесе ертсе пынă

Владимир Мединский: «Активная работа по улучшению культурной инфраструктуры Чувашии ведется на протяжении нескольких последних лет»Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассине хатĕрленсе, нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче йĕркелӳ ушкăнĕ ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, ăна Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский йĕркелесе ертсе пынă. Унта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле ертӳҫĕсем чылайăн пухăннă.  Ларăва уҫнă май, Владимир Мединский хăйĕн сăмахĕнче юбилей хăйне евĕр пулăм пулнине асăннă.

«Мероприятисене хатĕрленсе анлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ. Вăл ĕҫе федераци министерствисем курăмлăн хутшăнаҫҫĕ. Республика, муниципалитетсем шайĕнче те чылай ĕҫсем пурнăҫланаҫҫĕ. 2018 ҫулта федераци хыснинчен Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫитнине палăртса, сахал мар укҫа уйăрнă планри тĕп ĕҫсене ирттерме. 20182020-мĕш ҫулсенче пурĕ мĕнпур ҫăлкуҫсенчен 627,4 млн уйăрма пăхса хăварнă. Вăл пулăшусенчен 429,9 млн федераци бюджетĕнчен куҫать», тесе пĕлтернĕ Министр.    

Пĕлтĕр Чăваш Енре культура учрежденисен 21 ҫуртне тĕпрен ҫĕнетнĕ. Мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама 194,1 млн уйăрнă. Вăл укҫаран федераци центрĕ 139 млн, республика хыснинчен 55,1 млн тăкакланă.   

20182020-мĕш ҫулсенче 56 культура ҫуртне тĕпрен юсаса ҫĕнетме плана кĕртнине пĕлтернĕ Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ.  

«Палăртсах калатăп, темиҫе ҫул ĕнтĕ регион культура тытăмне хăватлантарассипе ăнăҫлă ĕҫлесе пырать, ыттисемшĕн тĕслĕх тесен те йăнăш мар. Инфратытăм регионăн ҫĕнелсех пырать. Халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ те ӳсет, культура пайĕнче ĕҫлекенсем кăмăллă. Ялсенче Культура ҫурчĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ. «Вырăнти Культура ҫурчĕ» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 20172018-мĕш ҫулсенче 64 клуб юсанă, 49 культура ҫурчĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетнĕ, вĕсене валли 82,1 млн тăкакланă, вĕсенчен 70,8 млн федераци центрĕ уйăрнă», – пĕлтернĕ Владимир Мединский.

«Чăваш Енре модернизациленнĕ кинозалсем нумайланнă, Атăлҫи федераци тăрăхĕнче ку кăтартупа Чăваш Ен иккĕмĕш вырăнта тăрать. Объектсене федераци енчен сахал мар пулăшнă. «Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 15 кинозал уҫнă.  Кăҫал тата та виҫĕ зал йĕркелесе хута яма тĕллев лартнă», – тенĕ Министр.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ юбилей пулни регионшăн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă. Раҫҫей шайĕнче ыйтусене уҫăмлатма та пулассине каланă. Хăнасене хамăр тăрăха явăҫтарма та меллĕ тенĕ вăл. Пирĕн патне курма килекенсем чăвашсен йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарма тĕрлĕ условисем пуласси куҫкĕретех тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин юбилейсем пирки указа 2012 ҫулта утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев ҫав тери сумлă ĕҫ хучĕ пулнине асăннă. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илтерме те тĕрев парассине каланă. Мероприятисен тĕп ĕҫĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тĕплĕн ăнлантарса панă.  Юбилейсен планĕ икĕ пайран тăрать. Вĕсене пурĕ 88 мероприяти кĕртсе хăварнă.

2018 ҫулта пурĕ чăвашсен паллă ҫыннисене, историне тĕпе хурса  10 фильм ӳкернĕ.

2019–2020-мĕш ҫулсенче чылай мероприяти культура пайĕпе ҫыхăннă. Тĕрлĕ фестивальсем, концертсем, уҫă калаҫусем, форумсем йĕркелеме пăхса хăварнă.

Владимир Мединский республика ертӳлĕхне туризм ыйтăвĕ ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă, ачасен туризмне вăй илтерес тесен федераци программине кĕрсе юлма сĕннĕ.  Сăмах май, кинокомисси ĕҫне йĕркелесе ярсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ Министр сăмаха малалла вакланă май.

«Шупашкар ҫав тери таса хула. Кам пулса курман, кун пирки пĕлсех те каймасть пулĕ. Ҫавăнпа та хăвăрăн ҫинчен ытларах халăха пĕлтерме тăрăшмалла. Сирĕн объектсем илĕртӳллĕ, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать. Кино ӳкерекенсене йыхравламалла, вĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тăрăшмалла. Эпир витĕм кӳме хатĕр, Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнĕ юбилей мероприятисене пĕрле илсе килме те пултаратпăр хăнасене. Сирĕн Атăл хитре курăнать. Ҫав тери пахан курăнса выртать, ӳкерме лайăх», – тесе хăй шухăшне каланă  Владимир Мединский

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика