Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев коронавируса тĕпчессипе анализсем ирттерес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнă
24.04.2020Олег Николаев коронавируса тĕпчессипе анализсем ирттерес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнă

Олег Николаев поручил ускорить проведение анализов на коронавирусАка уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра коронавируспа чирлекенсем пурĕ 348 ҫын тесе шута илнĕ, вĕсенчен 31-шĕ сывалма та ĕлкĕрнĕ.  Вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнисем  пĕтĕмпе 6 ҫын, вĕсенчен иккĕшĕн ҫеҫ пурăннă чухне  COVID-19  чирĕ пур тесе специалистсем ҫирĕплетнĕ.

Паян Чăваш Енри коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă штаб ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ертсе пынă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов  хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмпе регионта коронавируспа чирлекенсене валли, енчен те ăнсăртран чирлесе ӳксен, пурĕ 609 вырăн хатĕрлесе тăратнине хыпарланă.  Койка вырăнĕсем ҫителĕклĕ тесе сăмаха малалла тăснă ведомство ертӳҫи.

«Пирĕн йывăрлăх та ҫук мар, гигиена тата эпидемиологи центрĕ анализ вăхăтра туса ĕлкĕрейменнине кура, сиплев учрежденийĕсенчен пациентсене вăхăтра киле яраймастпăр. Калăпăр, пирĕн тĕслĕхрен 51 ҫынна паян тесен кăларма май пур сиплев учрежденийĕнчен, анчах анализ ҫуккине пула эпир вĕсене хамăр учрежденире тытса тăратпăр», - тесе хыпарланă министр Владимир Степанов.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн титвĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫынсене больницăран вăхăтра кăлармаллине, вăраха тăсма юраманнине асăрхаттарнă.  Енчен те сывалнă пациентсене киле ярсан, туххăмрах вăл пушаннă вырăнсене ытти чирлĕ ҫынсене йышăнма та меллĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн представительне ыйтăва уҫăмлатма хушнă.   

«Пирĕн пата Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен ҫыру килчĕ.  Ун валли халĕ эпир хурав хатĕрлетпĕр», - тенĕ Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Елена Прокопьева.  

«Ҫырусене эсир кулленех ҫырма пултараттăр.  Сирĕн тĕллев – лару-тăрăва ырă енне куҫарма витĕм кӳресси.  Халăха вăхăтра тĕпчесе, анализпа тивĕҫтермелле.  Динамика та пирĕн аванах мар. Кăтарту 43  танлашать, ыран вĕсен шучĕ тен 35 ҫитме пултарать,  турă парсан тен сахалтарах та.  51 койка сывă ҫынсемпе тулни вара пăшăрхантарать.  Енчен те тӳрех кăтарту ӳссе каяс пулсан, эпир вĕсене ăҫта вырнаҫтаратпăр. Йывăрлăх кăларса тăратма пултарать кун пек ҫитменлĕх», - тесе асăрхаттарса каланă Олег Николаев.  Анализ  ĕҫне хăвăртлатма, май килнĕ таран ытларах специалистсене явăҫтарма сĕннĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика