Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ
13.09.2017Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Лару ĕҫне кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтан федераци шайĕнче лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки сăмах пуҫарнă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене аталантарассипе ĕҫлекен канаш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ăна Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин 2017 ҫулта ҫурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Кировра ирттернĕ пулнă, ун чухне шăпах та 2018-2022-мĕш ҫулсенче те федераци хыснинчен РФ регионĕсене патшалăх программисене пурнăҫа кĕртме  субсиди мелĕпе уйăрмалли укҫан виҫине 2017-мĕш ҫултинчен кая мар пăхса хăвармаллине асăнса хăварнă пулнă. Вăл шутран хуласенче халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тирпей-илем кӳртме те витĕм кӳме чĕнсе каланă.     

Приоритетлă проектсене пурнăҫлама Михаил Игнатьев республика хыснинче 2018-2020-мĕш ҫулсем валли укҫа-тенкĕ уйăрса хăвармаллине каланă.

Халăхăн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама тата пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма регионта сахал мар ĕҫ йĕркелесе ирттернĕ. Кăҫал кăрлач уйăхĕнче Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ республика Пуҫлăхĕ. Малашне те пуҫаруллă халăхăн проекчĕсене конкурс витĕр экспертиза кăларса, тĕрлĕ экспертсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хаклав параҫҫĕ. Хыҫҫăн республика бюджетĕнчен субсиди мелĕпе укҫа-тенкĕ уйăраҫҫĕ.  «Кăҫал кăна, пуҫаруллă халăх проекчĕсене пурнăҫа кĕртме 95 млн уйăрнă.  Проектсене ҫынсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Халăх ҫав тери кăткăс та кăсăклă материалсем хатĕрлесе тăратать. Пирĕн вĕсене малашне те витĕм кӳрессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Пуҫланă ĕҫе малалла тăсмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Халăха ĕҫпе тивĕҫтерессипе йышăннă федерацин приоритетлă программине пурнăҫа кĕртме пирĕн региона «пилотлă» субъектсен йышне кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче Михаил Игнатьев.  Ҫак ĕҫе йĕркелесе пыма хушма укҫа-тенкĕ уйăрассине те ырă хыпара пĕлтернĕ. Профильлĕ министерствăсене нормативлă база йĕркине активлăрах хатĕрлеме хушнă.  «Пирĕн пуҫарăва ырланă, пур ыйтăва та туллин тата  тĕрĕс татса парассишĕн тăрăшса малалла та ĕҫлемелле», - тесе тепĕр хут асăнса хăварнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Атăла тирпейлесе сыватас» приоритетлă проекта хутшăнма программăна йĕркелесе ҫитерме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика