Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  РФ строительство Министрĕ Владимир Якушев ирттернĕ видеоканашлăва Михаил Игнатьев хутшăннă
12.04.2019РФ строительство Министрĕ Владимир Якушев ирттернĕ видеоканашлăва Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в совещании под председательством Министра строительства и ЖКХ России Владимира ЯкушеваАка уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Владимир Якушев видеоканашлу ирттернĕ. Строительство тытăмне тĕрев парассипе ҫыхăннă ыйтупа ирттернĕ селектор канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Мероприятине ҫакăн пекех Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко, регионти хăш-пĕр строительство пайĕпе ĕҫлекен организацисен ертӳҫисем, банк тытăмĕнче вăй хуракансем пухăннă.  

2019 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан строительство компанийĕсем эскроу шучĕсемпе ĕçлеме пикенĕҫ.  Вăхăт нумаях юлман. Кун пирки ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă РФ строительство Министрĕ Владимир Якушев, мĕнпур ыйтусене вăхăтра татса пама чĕнсе каланă.

Ӳлĕмрен организацийĕсем пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ чух хваттер тумашкăн пая кĕрекенсен укçине явăçтарма пултараймаççĕ. Çынсен укçи банксенчи ятарлă эскроу шучĕсем çинче капланать. Строительсен çуртсене е хăйсен укçипе, е банксен кредичĕсемпе тумалла. Хайхи эскроу шучĕсем çинчи укçа вара çынсене хатĕр хваттерсем панă хыççăн тин строительство компанийĕсен шучĕсем çине куçĕ.

Видеоканашлу хыҫҫăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине пухăннисемпе йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем тавра чарăнса тăнă. Çĕнĕ механизм нумай ыйту çуратать. Тата — хăратать. Строительсене кăна та мар.  Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, пĕлтĕр ипотека тĕлĕшпе Чăваш Ен хăйне евĕр рекордпа палăрнă. Апла тăк, çынсене хваттерсем кирлĕ. Патшалăх енчен çурт-йĕр строительствине пулăшмалли мерăсем пур.

Банкирсем эскроу мелĕпе ĕçлекен строительсене çуртсем тума кредит памалли механизмсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Кредита тавăрса памалли процент виçисем пурин те пĕрешкел теме те пулать. Нумай пулмĕ. Эскроу шучĕсем çинче пайçăсен укçи мĕн чухлĕ ытларах капланать — асăннă процентсем çавăн чухлĕ пĕчĕкрех пулĕç. Чылай ыйту пулнă, кашнинех тĕплĕ сӳтсе явнă. 

Паянхи куна Чăваш Республикинче строительство енĕпе ĕҫлекен 57 организаци пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ чух хваттер тумашкăн пая кĕрекенсен укçипе 108 ҫурт хăпартать.

Регион Ертӳҫи Чăваш Республикин Строительство министерствине май килнĕ таран предприятисене витĕм кӳме чĕнсе каланă.

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика