Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернине пула 154,5 млн хушма укҫа-тенкӗ илме тивĕҫлĕ пулнă
16.03.2020Чӑваш Ен хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернине пула 154,5 млн хушма укҫа-тенкӗ илме тивĕҫлĕ пулнă

Города Чувашии привлекли 154,5 млн рублей благодаря победам в конкурсе проектов создания комфортной городской среды Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Правительство ҫуртĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикăри хуласене хăтлассипе çыхăннă пуласлăхлă проектсене сӳтсе явас ыйтупа пĕчĕк хуласен тата историллĕ тăрăхсен пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕнтернĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳçисемпе тĕл пулнă.

2020 ҫулта Чӑваш Енрен конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Канаш хули кĕнĕ. Муниципалитет "Вун икӗ ҫул"  ятлӑ проекта хӳтĕленĕ.  Вĕсем «Пĕчĕк хуласем» тата «20-50 пин çын таран пурăнакан пĕчĕк хуласем» категорисенче мала тухнӑ.  Улатӑр хули "Улатӑр – музей хули" проектпа палăрнă. 2019 ҫулта конкурсра Етӗрне хули мала тухнă, вĕсем  "Ăрусене пӗрлештерсе" тирпей-илем кӗртмелли проектпа ҫӗнтернӗ. Пуҫарусене пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен трансферт виҫипе пĕрисем 70 млн тенкӗ, теприсем 44,5 млн тенкӗ тата  виҫҫĕмĕшĕ вара 40 млн тенкӗ  тивĕҫĕ.

"Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн тӑватӑ хуларан пӗр хула ҫӗнтерӳ тивӗҫрӗ пулсан кӑҫал виҫӗ хуларан-тӳрех иккӗшĕ мала тухрĕҫ. Ҫакӑ эпир майӗпен ӗҫлеме вӗренни, проект хатӗрлесси мӗн иккенне ӑнланни ҫинчен калать, – палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ҫакӑн пек пысăк кăтарту, ятарлă хулана аталантармалли программа, ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайăхрах йӗркелеме май парать тесе палăртса хăварнă хăйĕн ум сăмахĕнче регион ертӳҫи.

Регион ертӳҫи федераци конкурсне хутшӑннисемпе тӗл пулнӑ май хăш-пĕр  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки тарăнрах чарăнса тăнă. Проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă укҫа-тенкĕ тавра сăмахланă.

Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев тирпей-илем кӗртес енӗпе  пурнăҫланă ĕҫсенче, халӑх пурӑнакан вырӑнсен историллӗ уйрӑмлӑхне пӗтерме юраманнине асăрхаттарнă. "Чӑваш Енре авалхи купца хулисем нумай мар, вӗсен хӑйне евӗрлӗ архитектура пур. Сирӗн хуласене тирпей-илем кӗртес енӗпе ĕҫлемелле. Искусствӑна, историпе культурӑна тимлемелле", - асӑрхаттарнă министр.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев палăртса хунă ĕҫсене ученӑй-историксене явăҫтарма чĕнсе каланă. Ҫавӑн пекех вӑл пӗчӗк хуласемпе историллĕ поселенисем валли "Раҫҫей Строительство министерствин Проект дирекцийӗ" ФАУ ертӳҫи Павел Данилов тата хула компетенцийӗсен Центрӗн ертӳҫи Татьяна Журавлева хутшӑннипе стратеги сессийӗ республикӑра пуш уйăхĕнче пулассине хыпарланă.

Конкурс валли документаци хатӗрленӗ чухне пӗр ҫивӗч ыйту - пысӑк квалификациллӗ специалист-архитекторсем ҫитменни пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  регионти организацисен базинче центрсем  йӗркелемелли майсене пӑхса тухма сӗннĕ. Ҫавӑн пекех вăл И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк архитекторсене, ӗҫе кӗртмеллине палӑртнă.

Аса илтеретпӗр, хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса 2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнăҫа кĕртме тытăннă.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Раҫҫей Премьер–министрӗ Михаил Мишустин конкурс малалла тӑсӑлассине тата  пулăшу памалли укҫа виҫин калăпăшĕ  икӗ хут 5 млрд пуҫласа 10 миллиард тенкӗ таран пуласса пӗлтернĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика