Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвне ирттерĕç
19.04.2019 Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвне ирттерĕç

В Чувашии ведется подготовка к заседанию Совета по межрегиональному сотрудничеству в формате «Волга – Янцзы»Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртет. 

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче ĕç ушкăнĕ Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче çак мероприятие йĕркелесе ирттерессине тарăн сӳтсе явнă. Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Унăн ĕçне çавăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев  хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕ 2013 ҫултанпа пурнăҫа кĕрсе пынине, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн пуҫарса янине асăннă.  

Вăл кунсенче пленар ларăвне те плана кĕртнĕ, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата КНР Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Ван Юн йĕркелесе пырĕ.

Сумлă хăнасене регионти чи пысăк предприятисен ĕҫĕсемпе паллаштарĕҫ. Культура программине те анлă хатĕрленĕ. Ларăва Шупашкарти Пăр керменĕнче ирттерĕҫ. «Атăл - Янцзы» Раççей - Китай ĕçтешлĕхĕ 2013 çулта йĕркеленнĕ терĕмĕр, ҫулсерен проекта хутшăнакан регионсенчен пĕринче регионсен ĕçтешлĕхĕн канашĕн ларăвне ирттереççĕ, икĕ енле ĕç-хĕл тĕллевĕсене палăртаççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре уçăмлатаççĕ. Кунашкал мероприятисем Раççейри Самар, Чĕмпĕр хулисенче, Китайри Сычуань, Аньхой провинцийĕсенче иртнĕ. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пекинта Китайри ĕçтешсемпе тĕл пулнă. Вĕсем Канашăн виççĕмĕш ларăвне Чăваш Республикинче ирттерме палăртнине ырласа йышăннă тесе хыпарланă Олег  Машковцев.

«Ҫав тери пысăк паллă пулăма Чăваш Енре ирттерме кăмăл туни, пире шаннине ҫирĕплетет. Мероприятине ҫӳллĕ шайра йĕркелемелле, хăнасене тивĕҫлĕ кĕтсе илмелле», - тесе ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Кашни ҫул ҫак мероприятине Раҫҫейри суйласа илнĕ пĕр-пĕр регионта ирттереҫҫĕ. Субъектăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тишкереҫҫĕ. Инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕсене анлăн пăхса тухаҫҫĕ. Паха ĕҫ опычĕпе паллашаҫҫĕ, ыттисене тĕслĕх вырăнне каласа параҫҫĕ. Пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрсе пыраҫҫĕ.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика