Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани
07.07.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗре­рен саламлатӑп!

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх пирӗн пурнӑҫа паха пӗлте­рӗшпе пу­ян­­латаҫҫӗ, вӗсем ҫын телейӗн никӗсӗ, пурнӑҫри нимрен хаклӑ тупра тата шанчӑклӑ тӗ­рев шутланаҫҫӗ. «Ҫемье – тӑнӑҫлӑх ву­чахӗ», – тесе палӑртать ха­лӑх ӑсӗ.  

Республикӑра пурӑнакансем ҫемье йӑлисене хисеплеҫҫӗ та­­­та вӗсене ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыраҫҫӗ.

2017 ҫула Чӑваш Енре Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗл­­­­­тернӗ. Эпир ҫемье членӗсенчен кашнийӗ хӑ­йӗн пӗ­тӗм вӑй-халне тата чун тараватлӑхне шеллемесӗр тӑ­рӑш­са, пӗрне­-пӗри ӑн­ланса тата тӑтӑшах пулӑшса пырса кӑна ҫи­рӗп ҫемье ҫа­вӑрма пулнине пурне те аса илтерес тет­пӗр.

Ҫак уяв кунӗнче мӑшӑрсене ҫемье йӑлисене ҫирӗп тытса пынӑшӑн тата ачасене тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗшӗн чун­тан тав тӑватӑп.

Пурне те ырлӑх, ҫирӗп сывлӑх тата килӗрте ытлӑх-ҫит­лӗх су­натӑп! Кашни ҫемьере яланах савӑнӑҫ, ача кулли, юрату, пӗр-пӗрне сума суни тата килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика