Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден тата медале тивĕçнĕ çемьесемпе çавра сĕтел хушшинче уçă калаçу ирттернĕ
15.05.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден тата медале тивĕçнĕ çемьесемпе çавра сĕтел хушшинче уçă калаçу ирттернĕ

 


 Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа ирттернĕ чаплă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Асăннă мероприятине Чăваш наци вулавăшĕнче ирттернĕ.  Ку хутĕнче çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ уçă калаçăва «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа медале тивĕçнисене пухнă.  Мероприятине Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина килсе çитнĕ.

Чи малтан пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  Çемьесене тĕрĕс  тĕкел ура çине тăма воспитани панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Эсир пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче.  Çемьесене килĕшӳре пурăнма вĕрентсе пыраканнисем», - тенĕ  Михаил Игнатьев.

 Регион Ертӳçи республикăра çемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă.  Нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене тата ыттисене социаллă пулăшу кӳме 3 млрд  ытла  тăкакланине пĕлтернĕ регион Ертӳçи.

 Палăртма кăмăллă, регионта нумай ачаллă çемьесем йышланса пыни пурсăмăра та хавхалантарать.  Çитĕнӳ те çук мар, 2011 çулхипе танлаштарас пулсан, кăтарту 38,7 процент чухлĕ хăпарнă. «Кашни пиллĕкмĕш ача республикăра нумай ачаллă çемьере çуралать.  Çакă çĕршывра, республикăра обществăлла лару-тăру пĕр тан тикĕс аталанса пынине çирĕплетет», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Михаил Игнатьев.

Обществăлла организацисен пайташĕсем пуçарăвĕпе, 2017- мĕш çула регионта Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă.  Чăваш Республикин  патшалăх политикин тĕп приоритечĕ - çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса ача амăшĕпе ачалăх институтне аталантарасси, нумай ачаллă çемьесене социаллă хӳтлĕх парасси тенĕ Михаил Игнатьев.

Мероприяти кăмăллă калаçуран пуçланнă, пĕрне-пĕри куçа-куçăн пăхса уççăн пупленĕ.  Çемьесем хăйсемпе паллаштарнă, çитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă.  Республика Пуçлăхне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă.

 Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Григорьевсен çемьи пиллĕк ача пăхса çитĕнтерет.  Çемье йăла-йĕркесене тĕпе хурса ачасене вĕрентсе пырать. Общество пурнăçне хастар хутшăнма, спорта çӳреме,  культурăна ăша хывма ашшĕ-амăшĕ шăпăрлансене мĕн ачаран вĕрентет.  Темиçе çул каялла çак мăшăр республикăра ирттернĕ çемье конкурсĕнче мала тухнă, диплома тивĕçнĕ.  

Валерий Григорьев  республика Ертӳçине Михаил Игнатьева нумай ачаллă çемьесене пулăшу тăтăшах панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Кăçал Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ пулнишĕн савăнса хăй шухăшне пĕлтернĕ.  Сăмаха май, нумай ачаллă çемьесене культура, спорт объекчĕсене тӳлевсĕр çӳреме май пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăвăн хуравне  тӳрех пĕлтернĕ. Енчен та çемьесенче виçĕ е ытларах ачасем çитĕнеççĕ пулсан, шăпăрлансем 18 çул тултарман пулсан,  вĕсен патшалăх музейĕсене тӳлевсĕрех çӳреме ирĕк пуррине ырă хыпара каланă. Спорт, культура учрежденийĕсене те çӳреме юранине асăннă. Кашни уйăхрах сывлăха çирĕплетмелли спорт кунĕсем пулаççĕ, ун чухне мĕнпур Чăваш Енре пурăнакан халăх тӳлевсĕр спорта тухма пултарнине асăннă. 

Патăрьелĕнче Шăнкăртам салинче пурăнакан Фания тата Наил Бурчаклысем хăйсен ачисене Тăван çĕршыва юратма, ĕçе кӳлĕнме, аслисене яланах хисеплеме вĕренсе пынине пĕлтернĕ.  Палăртнă мăшăр тăватă ача пăхса çитĕнтерет.  Вĕсен ачисем яланах ялта, тĕрлĕ спорт, культура мероприятийĕсене  йĕркелесе ирттерме хастар хутшăннине каланă.

Иртнĕ экономика форумĕнче Шăнкăртамри Шупашкар урамĕнче автомашина  çӳретмелли çĕнĕ çул сарма палăртнине пĕлтернĕ Фания Бурчаклы. Республика Пуçлăхĕнчен строительство ĕçĕ хăçан пуçланасси пирки ыйтса пĕлнĕ.  Михаил Игнатьев çемьене общество пурнăçне хастар хутшăннишĕн тав тунă. Халăх пуçаруллă пулнине асăннă регион Пуçлăхĕ. Асăннă тăрăхра объектсене пурнăçа кĕртме 2014 çултан пуçласа пĕтĕмпе 70 млн тăкакланине каланă, 2018-мĕш çулта асăннă çул-йĕре тирпейлесе сарма тытăнассине пĕлтернĕ çемьесене регион Пуçлăхĕ.

Куславкка районĕнчен килнĕ Федоровсен çемьи çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн республика Пуçлăхне ырланă. Çемье туприне тытса пыма тĕрлĕ майсем йĕркеленĕшĕн уйрăммăн палăртса хăварнă.  «Культура пайĕнче ĕçленĕ май, эпир те çамрăксене воспитани парас ĕçе тимлĕх уйăратпăр.  Çĕршывшăн юрăхлă гражданинĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ Любовь Федорова.

Тимановсен туслă çемьинче çичĕ ача ӳсет.  Галина Тиманова патшалăх вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтернине каланă.  Ачасем тĕрлĕ кружоксене тӳлевсĕрех çӳренине пĕлтернĕ.  Çемьери пĕр ачи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине каланă.  «Çакă пире питĕ хытă савăнтарать, пĕлтерĕшлĕ, çемьешĕн пулăшу», - тенĕ вăл.

Ку хутĕнче нумай ачаллă çемьесем сахал мар ыйтусем хускатнă. Вĕсене çĕр, медицина, вĕренӳ тата ытти те хумхантарнă.   Михаил Игнатьев пур ыйтусем çине те тивĕçлĕ хуравсем панă. Сăмаха май, чăннипех те ял тăрăхĕсенче медицина пайĕнче ĕçлекенсем çителĕксĕр пулнине асăннă.

 Мероприяти Кузнецовсен çемьи илемлĕ юрри-кĕввипе вĕçленнĕ.  Республика конкурсĕнче çак асăннă мăшăр çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илнĕ. Пуласлăхра Атăлçи тăрăхĕнче те вĕсем конкурса хутшăнма тĕллев лартнă.  Ăмăртусем çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен Ульяновск облаçĕнче иртеççĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн, «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена Чăваш Енрен 9 çемье тивĕçнĕ, орден медале вара 21 çемье илме пултарнă.

  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика