Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ГИБДД кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă
04.07.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ГИБДД кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Глава Чувашии поздравил сотрудников ГИБДД с профессиональным праздникомҪĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ГИБДД кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă.

Мероприятине ҫак кун унпа пĕрле Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви ҫумĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн  председателĕ Михаил Кисилев, Чăваш Енри ШĔМ Обществăлла канашĕн председателĕ Валерий Андреев тата та ытти официаллă ҫынсем пухăннă. ГИБДД ĕҫченĕсем халăх пурнăҫĕшĕн ҫав тери яваплă мероприятисем йĕркеленине каланă пухăннă ентешсене саламланă май Михаил Игнатьев. «Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указĕнче наци тĕллевĕсене ҫирĕп палăртнă.  Стратегиллĕ ыйтусене туллин пурнăҫа кулленех кĕртсе пыма хушать.  Ҫулсем ҫинче хăрушсăрлăх правилисене пурин те пăхăнмалла, инкек пулнă тĕслĕхсен шутне чакармалла, вăхăтсăр ҫынсен пурнăҫран уйрăлса каймалла мар», тесе тепĕр хут аса илтерсе хăварнă уява пухăннисене регион Ертӳҫи.    

Республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсем, ГИБДД вăй хуракансем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленине кура, кăтартусем те ырă енне улшăнса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Автомашина ҫулĕсем ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ чакса пырать республикăра.

«2018-мĕш ҫулта ҫулсене сарса тирпейлеме пĕтĕмпе 5 млрд ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. Путăк-ҫурăксем ҫулсем ҫинче ҫук тесен те йăнăш мар, специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ. Апла пулсан, регионта йĕрке хуҫаланни паллă», тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

Чи пахи автомашина ҫулĕсем ҫинче видеосăнавсем вырнаҫтарни. Ку та йĕрке пăсасран халăха пăрать. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан сăнавсем водительсене тӳрĕ ҫул ҫине тăма хистет.

«Пирĕн малашнехи пурнăҫламалли  ĕҫсем пĕтĕмпех халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн пулса пымалла.  Шанатăп, Чăваш Енри ГИБДД потенциалĕ пысăк пуласса», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.

Уяв хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисемпе чысланипе вĕҫленнĕ.   Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин ГИБДД ĕҫлекенсен ҫав тери пысăк яваплăх пулнине асăннă. «Кашни кун право хуралĕнче тăрăшакансем ҫулсем ҫинче йĕрке пултăр тесе тăрăшаҫҫĕ.  Инкеке лекнисем патне вăхăтра ҫитсе пулăшу пама васкаҫҫĕ.  Професси енчен те хăвăра ҫӳллĕ шайра кăтартса пама пĕлетĕр. Сирĕн паттăрлăхăр яланах службăра кирлĕ», палăртнă министр хăйĕн сăмахĕнче.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев пухăннисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Эсир ҫынсене ҫул-йĕр правилисене пăхăнма ҫирĕп ăс паратăр.  Ăна кура, йĕркесĕрлĕх ҫулсем ҫинче чакса пырать», тенĕ муниципалитет ертӳҫи.

Чăваш Енри ШĔМ  ГИБДД Управленийĕн пуҫлăхĕ Владимир Романов ĕҫтешсене саламланă май, уйрăммăн ветерансем пирки чарăнса тăнă, вĕсен паттăрлăхĕ ҫинчен асăнса хăварнă, ҫитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн мухтанă. Патшалăх инспекцийĕн управленине  ҫирĕпленме витĕм кӳнĕшĕн республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, служба ертӳҫисене тав сăмахĕсем каланă.

«Ҫакăн пек пĕрле пухăнни хăйех килĕшĕве, пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесе пынине ҫирĕплетет. Пирĕншĕн республика Пуҫлăхĕ мероприятине хутшăнни пысăк чыс. Пирĕн ума лартнă тĕллевсене малашне те туллин пурнăҫласа пыма сăмах паратпăр, граждансен пурнăҫне сыхлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеме шантаратпăр», тенĕ вăл.

Саламсем ҫумне ыттисем те хутшăннă, пурте ăшă сăмахсем каланă, мухтанă ГИБДД ĕҫченĕсене. Яланхиллех торжествăлла пулăм уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. Ачасем пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика