Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе Леонид Черкесовпа тата Николай Маловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
06.11.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе Леонид Черкесовпа тата Николай Маловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе Леонид Черкесовпа тата Николай Маловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаҫу вăхăтĕнче Раҫҫей Федерацийĕн 2019-2021-мĕш ҫулсем валли хатĕрленекен федераци бюджечĕ ҫинчен калакан ыйтусене тишкернĕ, кунсăр пуҫне Чăваш Республикин 2018-мĕш ҫул валли йышăннă бюджетне улшӑнусем кĕртни пирки те сăмах хускатнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫулталăк финанс тĕлĕшĕнчен япăхах мар кăтартусемпе вĕҫленессине хыпарланă.  2019-2021-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă республика бюджетĕнче наци проекчĕсемпе ĕҫлеме 17,6 млрд уйăрасса палăртса каланă Ертӳҫĕ. 2019-мĕш ҫулта сывлăх сыхлавĕ валли хушма пулăшу куҫасси паллă, ку кăтарту 1,1 млрд танлашать.  Вĕренӳ, ҫурт-йĕрпе экологи, ҫул-йĕр, цифрăллă экономика, культура, вак тата вăтам предпринимательлĕх ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех, ҫав тытăмсем валли те пулăшу куҫарса парасси паллă.

«Пирĕн тĕллев - региона  хушма инвестицисем явăҫтарасси. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене татса парассипе ҫыхăннă самантсене тĕрĕслесе тӑрасси, мĕнпур ыйтӑва тухăҫлă тата вăхăтра татса парасси», - палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  

Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти депутачĕсене федераци шайĕнче тухăҫлă ĕҫлесе пынине, Чăваш Енри халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнине каланă. «Малашне те Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указĕнче палăртнă ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пӗрле ҫине тăрсах ĕҫлессине шанатпăр», - пĕтĕмлетнĕ сăмаха регион Пуҫлăхĕ. 

Николай Малов республика бюджечĕ пирки сăмах хускатнă май, виҫĕ ҫуллăха йышăнакан ĕҫ хутне кăҫал тата та тӳрлетӳсем кĕртме пултарасса асăннă. «Ĕҫ  тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе депутатсем пĕтĕмлетӳ тунă май, финанс тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ ĕҫ хутне татах та тӳрлетӳ кĕме пултарĕ, анчах та пĕрлешсе тухăҫлă ĕҫлеме тивет», - пĕлтернĕ вăл.   

Бюджет укҫипе тĕллевлĕн тата тухăҫлă усă курмалла, ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть тенĕ депутат.  «Мĕнпур ĕҫсене кулленхи тĕрĕслевре тытса пыни аван - кăлтăксем пулассинчен пăрать. Енчен те пăтăрмахсем сиксе тухсан, вĕсене ҫийĕнчех тĕпчесе тĕрĕслеҫҫĕ. Йĕрке пулсан кăна, кăтартусене кирлĕ пек шая илсе  ҫитерме пултаратпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртейретпĕр», - пĕтĕмлетнĕ сăмаха РФ Патшалăх Думин депутачĕ. 

Федераци бюджечĕ пирки сăмахланă май, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме регионсене сахал мар тĕрев куҫнине палăртнă. Апла пулсан, Раҫҫейри субъектсенче инфратытăм тата та вăйлăрах аталанса пырĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Патшалăх Думинче нумаях пулмасть иртнĕ «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партин ларăвĕнче фракци членĕсем 2019-2021-мĕш ҫулсем валли йышăнса хăварнă Раҫҫей Федерацийĕн федераци бюджечĕ валли хушма укҫа-тенкĕ уйăрас пирки ыйту тăратнине асӑннă.  Ялсенчи социаллă сферăна аталантарма пулăшу куҫарма ыйтнине те пĕлтернĕ. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен халăхпа канашламаллине каланă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика