Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
06.04.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе турнира уҫнă ҫĕре хутшăннă

  В Чувашии проходит 51-й Всероссийский турнир по вольной борьбе среди мужчин и женщин памяти В.И. Чапаева

  

Мероприятине паллă ентешĕмĕре, Граждан вăрҫин паттăрне Василий Иванович Чапаева халалланă. Ăмăртусем икĕ кун хушши пырĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ăмăртăва хутшăнакансене саламланă, «Чапаев» турнирĕ ҫулсерен питĕ анлă иртнине, чи вăйлă спортсменсене суйласа палăртма пулăшнине каланă.  Сахал мар спортсмен Раҫҫей спорт мастерĕ ятне те тивĕҫме пултарать тенĕ сăмаха тăсса. Ăмăртусен йĕркелӳҫисене мухтаса тав тунă, турнир чăнласах та кашни ҫул ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртнине асăннă.

«Чăваш Республикинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт тĕсĕ база йышĕнче тăрать.  Кулленех 3 пине яхăн ҫын хăйсен ăсталăхне регионта туптать. Республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем регионта ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт аталанса пытăр тесе сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ»,  тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Спортăн ҫак тĕсĕ ҫамрăк яш-кĕрĕмĕн кăмăл-туйăмне ҫирĕплетме пулăшать.  Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма май парать, мала тухма витĕм кӳрет.  Кирек-епле йывăрлăха та ҫĕнтерме йывăр пулмĕ. Регион Пуҫлăхĕ ăмăртусене хутшăнакансене тивĕҫлĕ кĕрешсе малти вырăнсене тухма чĕнсе каланă.

Паян «Раҫҫей спорт мастерĕ» ята В.Н. Кочков ячĕллĕ 5-мĕш №-лĕ Олимп резервĕн ятарлă спорт шкулĕн спортсменĕсене парса чысланă. Хисепе тивĕҫнисем: Сергей Кириллов тата Оксана Кузьмина.  

Кăҫалхипе турнир 51-мĕш хут иртет. Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикинчи кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин саламланă.  Кунсăр пуҫне спортсменсене паян Олимп вăййисен  XXII-мĕш бронза призерĕ, тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ ята тивĕҫнĕ, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ Сергей Корнилаев саламланă, ҫак турнирăн пуян истори пулнине ҫирĕплетнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл хăй те ҫак ăмăртусенче тупăшнине пĕлтернĕ.  

Палăртса хăваратпăр, 65 кг виҫе категоринче Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, XXX-мĕш ҫуллахи Олимп Вăййисен чемпионĕ Джамал Отарсултанов (Дагестан Республикинчен) хутшăнать.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче пурĕ 60 спортсмен.  Ăмăртусенче 50 кг виҫе категоринче Раҫҫейĕн спорт мастерĕ ятне тивĕҫнĕ Надежда Федорова, 59 кг виҫе категоринче Вероника Чумикова  Раҫҫей спорт мастерĕ тупăшать.   

Пĕтĕмпе Раҫҫей шайĕнчи ăмăртусенче чи вăйлă 200 спортсмен хăйсен вăйне виҫет. Вĕсем 18 регионтан килсе ҫитнĕ. Хĕрсемпе яшсем хаваспах спортăн ҫак тĕсĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса пама килĕшнĕ.

 Яланхиллех мала тухнисене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарĕҫ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика