Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырăва анлăн тишкернĕ
05.03.2018Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырăва анлăн тишкернĕ

 Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин   Федераци Пухăвне янă Ҫырăва анлăн тишкернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тĕп тĕллевсене палăртнă, Раҫҫей Президенчĕ Ҫырура асăннă ĕҫсене тĕпе хурса йĕркелесе пымаллине каланă. «Ҫĕршыв Президенчĕн тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртессипе кашни министерствăн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен ҫулсен карттине хатĕрлемелле», - тесе чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.  

«Кăҫалхи Ҫыру формипе те, содержанийĕпе те ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, хăйне евĕр пулнă. Кăҫал вăл «Манеж» Тĕп курав центрĕнче иртнĕ, унта слайдсемпе видороликсене халăха туххăмрах кăтартса пыма питĕ меллĕ пулнă.  Икĕ сехете яхăн тăсăлнă мероприятире Владимир Путин юлашки 6 ҫул хушшинчи ĕҫсене пĕтĕмлетӳ кăна тумарĕ, 2030-мĕш ҫулсем тĕлне плана кĕртсе хăварнă тĕллевсемпе те паллаштарчĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ку хăйех ырă тĕслĕх пулса тăчĕ ытти ҫĕршывсемшĕн.

2012 ҫулта Раҫҫей Президенчĕ хăй ирĕкĕпе йышăннă ҫу уйăхĕсенчи указсем халăхăн пурнăҫне тĕпрен ырă енне улăштарма витĕм кӳнине, ҫĕршывра демографи лару-тăрăвне те лайăхлатма пулăшрĕ тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. Халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ тăсăлнă, ҫынсем сакăр вунă ҫултан та иртсе кайса пурăнаҫҫĕ. Апла пулсан, аслă ҫулсенчисем валли хăтлă условисем пĕтĕмпех пур.

Ҫырури тепĕр пысăк ыйту – граждансен шалу укҫин виҫине ӳстерсе пырасси. Ултă ҫул хушшинче айван пурăнаканнисен шутне вăтамран пĕр-икĕ хут та чакарма тĕллев лартмалла тенĕ.  

Пирĕн субъекта кăтарту мĕнпур халăхран 18 проценчĕ начар пурăнаканнисен шутĕнче тăраҫҫĕ. «Халăхăн тупăш пайне ӳстерсе пыма тĕллев лартатпăр. Пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем ҫынсем валли хатĕрлемелле», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ.  Граждансене социаллă пулăшупа тивĕҫтерессине те вăхăтра пурнăҫламаллине асăрхаттарнă.

«Ҫаксем пирĕн кулленхи ĕҫлем. Аслă ҫулсенчи ватăсене те тимлĕх уйăрмалла, уйрăмах вĕсен пурнăҫне ҫăмăллатассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ вăл.  Амӑшлӑхпа ачалӑ­ха сыхлас­­­си, ҫемье институтне ҫирӗплетесси, ҫура­лас­ӑха ӳс­терме майсем туса парасси патшалӑх политикин пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗл­­­лев­ӗ­сен шутӗнче тăнине каланă. Юлашки ҫулсенче кӑмӑл-сипет, ҫемье хаклӑхӗсене халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Ну­май ачаллӑ ҫемьесем пур енлӗн пу­лӑшу илсе тӑраҫҫӗ. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырура та кун пирки пĕр хуччен ҫеҫ мар чарăнса тăнă.  Ҫитес 6 ҫул хушшинче ҫак тытăма вăй илтерме 3,4 триллион укҫа тăкаклама тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Кăтарту ҫав тери пысăк, ытти ҫулхисенчен 40 процент чылай пулни сисĕнет.   Кăҫал Чăваш Республикинче социаллă ыйтусене татса пама бюджетра 12 млрд 750 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче ача сачĕсем тата та хута ямаллине, 270 пин вырăн ачасем валли хатĕрлемеллине асăннă РФ Президенчĕ Ҫырура.  Ăна кура, регионсене валли федераци хыснинчен 50 миллиард куҫасси те паллă. Вăл шутран, Чăваш Республикине 1 млрд 336 млн 104,6 пин тенкĕ куҫарма плана кĕртсе хăварнă.

Регионта халăх вăтамран 72 ҫул иртсе пурăнать, кăтартăва 76 ҫула ҫитерме тĕллев лартнă, 2030-мĕш ҫул тĕлне 80 ҫултан та иртсе пурăнакансен йышĕ пысăк пулмалла тенĕ.

Владимир Путин Ҫырура хуласемпе ялсене аталантарас ыйту пирки те сăмах пуҫарнă. Ҫитес 6 ҫул хушшинче ҫак ĕҫсене пурăҫлама укҫа-тенкĕн виҫине икĕ хут та ытларах тăкаклама плана кĕртнĕ тенĕ. «Хулан хăтлăхне хăтлăлатасси» патшалăх программи пĕлтĕртенпе вăй илсе пырать. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проект та лайăх ĕҫлет субъектра.  Ҫак программăсем пĕтĕмпех Владимир Путин пуҫарăвĕпе йĕркеленнĕ. Кăҫал та программăсемпе республикăра хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. «Пирĕн ялсемпе хуласене тĕпрен ҫĕнетмелле. Приоритетсене тĕрĕс палăртса объектсене улăштарса пымалла. Халăхăн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕҫлемелле», - тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.  Ҫурт-йĕр условисене лайăхлатасси те кун йĕркинчех тăрать. Вăтамран 5 млн ҫемьесен хăйсен пурăнмалли ҫуртсен условийĕсене лайăхлатмалла. Кредитсем илме ипотека ставки те пĕчĕкленмелле, ун чухне граждансем хаваспах хваттер туянĕҫ.

Ҫĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси Ҫырура тĕп вырăн йышăнать. Оборонăна, Хĕҫ-пăшаллă вăйсене вăйлатасси те ҫивĕч тăрать.

«6 ҫул хушшинче сахал мар ĕҫ пурнăҫланă.  Кăҫалхи Ҫырăва итленĕ хыҫҫăн тата та вăй-хăват ӳсрĕ. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тĕллевсем мала тухса тăчĕҫ.  Президент социаллă политикăпа экономикăна тĕпрен ырă енне куҫарассине ҫирĕппĕн пĕлтернĕ. Апла пулсан, пирĕн тĕллевсене пурнăҫа кĕртме пурин те хатĕр пулмалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов технологи ҫитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, кая юлса пыма юраманнине ҫирĕп асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков та ҫĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне Ҫырупа тухнă пулăмра пулнă.  Ертӳҫĕ вĕренӳ сфери пирки чарăнса тăнă. «Шăпах та, ҫамрăксем пысăк технологисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе витĕм кӳреҫҫĕ, ҫакăн пирки Президент уҫҫăмăнах каларĕ», - тенĕ вăл.

Сăмаха май, ҫар техникисем пирки тарăн чарăнса тăнă.

«Пирĕн инженерсем ҫав тери чаплă техникăсем калăплама пĕлеҫҫĕ. Чи кăткăс та йывăр ыйтусене татса параҫҫĕ.  Арми пирĕн хăватлă. Эпир ҫакăнпа чăннипех те мăнаҫланатпăр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Михаил Игнатьев федераци енчен куҫакан пулăшусем пирки те асăнса хăварнă.  Кун пирки РФ Президенчĕ Ҫырура та каласа хăварнине тепĕр хут аса илнĕ.

2017 ҫулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне федераци пайĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа 17 256,7 млн куҫнă.  Кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан, 8,5 процент пысăк. Кăҫал вара ҫак виҫе тата та пысăкланасси паллă. «2018 ҫулта республика хыснине федераци центрĕнчен 19 млрд 987 млн куҫать.  Кăтарту пĕлтĕрхинчен  чакман 15,8 процент пысăк.  Пулăшăва республикăра вĕренӳ пайне ҫĕнетме, ăна валли республика хыснинчен 16870 млн пăхса хăварнине асăннă. 2018-2019-мĕш ҫулсенче регионта яслисем хута яма федераци хыснинчен 1 млрд 336 млн куҫасси те паллă.    Кăҫал 11 объект плана кĕртсе хăварнă. Вĕсем Канашра, Шупашкарта, Каҫал енре, Ҫĕрпӳре, Шупашкар районĕнче пулĕҫ», - тенĕ вăл.

Сывлăх сыхлавне вăй илтерме 17 млрд 963 млн пăхса хăварнă,2017 ҫулхинчен 16,3 процент нумайрах укҫа палăртса хунă.

Регионти ҫулсене тирпейлесе сарма 2018 ҫул валли 5 млрд плана кĕртнĕ. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» Президент программине пурнăҫа кĕртме федераци бюджетĕнчен 1,9 млрд куҫать, 2017 ҫулхинчен 72,8 процент пысăк.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ 56,8 млрд пулать.  Федераци тĕрев панине кура, 1 млрд куҫасси те паллă.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерсе тухнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Кун пек пысăк пулăшăва регион тахҫантанпах илменччĕ.  Апла пулсан, РФ Президенчĕ, ҫĕршыв Правительстви пире шанать, эпир тухăҫлă ĕҫленине ĕненет», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика