Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ уҫăлнă, пухăннисене регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă
13.04.2018Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ уҫăлнă, пухăннисене регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Михаил Игнатьев приветствовал участников международной научно-практической конференции «Социально-правовая защита детства как приоритетное направление современной государственной политики»Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ уҫăлнă. Унта пухăннисем, ачалăха социаллă пурнăҫпа  право йĕркипе тивĕҫтересси – хальхи патшалăх политикин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă.   

Анлă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов,  Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Аслă сучĕн председателĕн ҫумĕ Алексей Шумилов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хутшăннă.    

Палăртнă мероприяти ĕҫне йĕркелесе ертсе пыраканĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕҫлекен кафедра заведующийĕ Сергей Тасаков. Вăл пурĕ ҫак пулăма Раҫҫейри 24 регионтан ятарлă представительсем хутшăннине каланă. Яланхиллех мероприятинче университетра ăс пухакансем пулнине хыпарланă, ачасемпе, ҫамрăксемпе пуласлăхра ĕҫлеме кăмăл тăвакан студентсем йышлă тесе хакланă.

Ҫак кун мероприятине пухăннисене ҫакăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров саламланă, региона ҫакăн пек йышлăн пухăннишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Пурнăҫ хăйĕннех ыйтать. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тĕллевсемпе ĕҫлесе пыма хистет.  Ăсчахсемпе пĕлсе кирлĕ пек ĕҫлесе пыни яланах уйрăм ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшать», – тенĕ вăл сăмаха пуҫласа калаҫнă май.

 «Хальхи вăхăтра  эпир ачасене епле воспитани парса пынинчен, пирĕн пуласлăх мĕнле пуласси паллă.  Ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Ачасем тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнччĕр тесе, социаллă пурнăҫпа тивĕҫтерессишĕн патшалăх сахал мар вăй хурать. Право енчен те хӳтĕлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чи пахи – ачасене пурнăҫра тĕрĕс ҫул шыраса илме вĕрентесси, патшалăхшăн тивĕҫлĕ граждансем пулма пулăшасси. Ҫаксем тĕп приоритетсем пулса тăраҫҫĕ те шăпах та», – тесе уҫăмлăн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, ҫакнах Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин та  сахал мар кулленех ыйту хускатнине палăртнă вăл. 2018-2027-мĕш ҫулсенче пирĕн ҫĕршывра Ачалăх вунăҫулăхĕ тесе йышăннине тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Ку енĕпе ачасен интересĕсене хӳтĕлессипе йышăннă Наци стратегийĕ те сахал мар витĕм кӳрет тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

2012-2017-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикинче ҫак Стратеги ĕҫне пурнăҫласа пырассипе ҫирĕп йĕркепе кирек-епле ĕҫ те пурнăҫланса пынă. Ачасен прависене хӳтĕлессипе чылай ĕҫ пурнăҫланă. «Мĕнпур службăсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пĕрле тишкереҫҫĕ. Ачасем хăйсем ҫине алă хунă тĕслĕхсем ан пулччĕр тесе, кулленех вĕсемпе ăнлантару ĕҫĕсене ирттереҫҫĕ. Йывăр ҫемйесенче ӳсекен ҫамрăксемпе профилактика ĕҫне сахал мар йĕркеленĕ, тĕрлĕ комиссисенче ашшĕ-амăшĕсене итленĕ, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене татса парассипе кирлĕ пек мерăсене йышăнса хăварнă», – уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикинче ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен ятарлă институт йĕркелесе янă.  Регионта Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ, Ашшĕсен канашĕ ҫирĕп ĕҫлет.  Ачасем, енчен те тăлăха юлнă пулсан, вĕсене ырă ҫемйесем хăйсем патне усрава хапăл тусах илеҫҫĕ.  Ку енĕпе Чăваш Республики лайăх тĕслĕх вырăнĕнче, малта пыракан вунă регион шутĕнче тăрать. «Юлашки ҫулсенче Чăваш Енре 3 интерната пăрахăҫланă, ҫакă та кăтарту лайăххине тепĕр хут ҫирĕплетсе парать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Республика Правительстви ачасене, амăшĕсене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерессишĕн сахал мар тăрăшать. Ҫитес 6 ҫул хушшинче РФ Президенчĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫак ыйтусене пурнăҫласа пыма ҫĕршывра 3 триллион та 400 млрд. тăкаклама пăхса хăварнине тепĕр хут асăнса хăварнă регион Ертӳҫи. Иртнĕ ҫулхисенчен ҫак кăтарту 40 процент чухлĕ пысăк пулни сисĕнет.  

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федераци социаллă ыйтусем ҫине ҫав тери пысăк тимлĕх уйăракан патшалăх пулнине палăртнă. «Урăх нимĕнле ҫĕршывра та ҫакăн чухлĕ укҫа-тенкĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакламаҫҫĕ. Пирĕн ҫĕршыв тĕслĕх вырăнĕнче ыттисемшĕн», – тенĕ вăл.  

Ачасем лайăх аталанса пыччĕр тесе, регионта ача сачĕсем, шкулсем тăтăшах хута каяҫҫĕ, вĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ.

Халăхăн сывлăхне упрассишĕн медицинăра вăй хуракансем тăрăшаҫҫĕ. Кулленех пирĕн республикăра ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ поликлиникăсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, спорт объекчĕсем хăпараҫҫĕ. «Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче спорт хатĕрĕсене вырнаҫтарнă. Кăҫал 11 ача садне модернизацилеме плана кĕртсе хăварнă.  Вĕсенче икĕ уйăхри пепкесене ӳстерме те меллĕ пуласси куҫкĕретех пулĕ. Апла пулсан, амăшĕсен хăйсен ĕҫĕсене каялла тухма ирĕк», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионта амăшĕн капиталне тӳлессипе малалла та ĕҫлеҫҫĕ, 100 пин тенкĕ ҫемьесем тивĕҫеҫҫĕ, енчен те иккĕмĕш е тата малалли ачасем ҫуралсан. Пулăшупа ҫамрăк мăшăрсем хваттер ыйтăвне те татса пама пултараҫҫĕ.  Уйăхсерен те укҫан сахал мар куҫать. Ҫамрăксем усрава виҫҫĕмĕш ача илсен е тата ҫуралсан  уйăхсерен 8 916 тенкĕ тивĕҫесси те паллă. Коммуналлă пулăшусемпе те усă курнăшăн патшалăх тĕрев парать.  Чи кăмăлли – нумай ачаллă ҫемйесене патшалăх ҫĕрпе тӳлевсĕр тивĕҫтерни.

Шанатпăр, конференци пуриншĕн те усăллă иртессине. Ҫĕнĕ пуҫаруллă шухăшсем малалла ĕҫсене тĕрĕс йĕркелесе пыма витĕм кӳрессине те ĕненетпĕр тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн докладĕнче, пирĕн ҫĕршывра ачасене хӳтĕлесси наци приоритетчĕ пулса тăнине палăртнă.  Мĕнпур ĕҫсене комплекслă йĕркелесе пынине кура, республикăра ҫула ҫитмен ачасем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакса пынине асăннă. Кăтарту юлашки 15 ҫул хушшинче пĕр икĕ хут та чакнине хыпарланă. Кăтартусем ырă енне улшăнса пыраҫҫĕ пулин те, ачасене хӳтĕлес ыйту яланах актуаллă пулнине асăннă. Ҫамрăксем, ҫула ҫитменнисем, ар енĕпе йĕрке пăснă тĕслĕхсем тупăнкалаҫҫĕ тенĕ министр сăмаха малалла вакланă май.  2017-мĕш ҫулта ку енĕпе ӳсĕм пуррине, 9 процент хăпарнине пĕлтернĕ.  Интернетра ҫамрăксем усал ĕҫ тунă хăрушлăхсем пур, вĕсене те ҫийĕнчех тупса палăртса сирсе ярассипе пурин те тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Ар енĕпе ҫывăхланнисене, саккунсене пăснисене ҫирĕпрех явап тыттарма ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма сĕннĕ. «Нумай чухне ҫак ĕҫсене вăрттăн тăваҫҫĕ, тепре чухне айăплисене тупса палăртма питĕ хĕн», – тенĕ министр.  Ҫамрăксем хăйсем ҫине алă хурасран аслисен асăрхануллă пулмалла. Профилактика ĕҫĕсене кулленех комплекслă йĕркелемеллине каланă вăл сăмаха малалла тăсса, асар-писер ку енĕпе Интернетра питĕ алхасни сисĕнет тенĕ.

2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви регионта ҫамрăксем хушшинче усал хыпарсене саракан 70 сайта ĕҫлеме чарса лартнă.

«Эпир киревсĕр ĕҫсемпе кĕрешетпĕр, туххăмрах пирĕн пурнăҫа кĕрсе вырнаҫакан пăтăрмахсене хирĕҫ тăма вĕрентетпĕр», – тенĕ  министр Сергей Неяскин, ҫамрăксене ăс-тăн енчен хавшассинчен, ятарлă специалистсен вăхăтра пулăшусем пама пĕлмелле, усал ĕҫсем тăвассинчен хăтармалла тенĕ.

Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина вĕсен институтне кулленех тăратакан ыйтусем тавра чарăнса тăнă.  Чăннипех те, хăшĕсемпе саккунсен базине ҫĕнĕлĕхсем те кĕртсе хăварсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе сăмаха пуҫланă.

2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикинчи ачасен правине хӳтĕлекен института пĕтĕмпе 600 граждан ыйтупа тухнă. Ыйтусенчен ытларах пайĕ вĕренӳ тытăмĕпе ҫыхăннă тесе каланă Уполномоченнăй Елена Сапаркина.   Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче тепре чухне ăнланманлăх та ҫурлнине каланă вăл.  Вĕрентекенсем ҫителĕклĕ таран тимлĕх уйăрманни те сисĕнкелет тесе хыпарланă ачасен прависене хӳтĕлессипе тимлекен ертӳҫĕ.  Пăтăрмахсене пуҫламăш тапхăрта сирсе яни аван, енчен те ҫак ĕҫе кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пымасан шалтан шала кĕрсе пырать тенĕ Елена Сапаркина.  Тепĕр пысăк ыйту – сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă тенĕ вăл.  Ачасене вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси яланах кун йĕркинче тăмаллине асăннă Уполномоченнăй. Шăпăрлансене хваттерсемпе тивĕҫтересси те актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Ку ыйтупа, чăнласах та ҫителĕклĕ таран ĕҫлесе пыраҫҫĕ пирĕн регионта тесе ҫирĕплетнĕ Елена Сапаркина. Чи курăмлисенчен пĕри – нумай ачаллă ҫемйесем хăтлă хваттерсенче пурăнни.  

Ачасен прависене хӳтĕлессипе ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен, должноҫре тăракан граждансене тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.  

Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсен алимента вăхăтра тӳлемелле. Ачасем тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнччĕр тесен, вĕсене тĕрев памалла, условисем йĕркелемелле.

Халăхсен хушшинчи конференцине икĕ кун хушши пирĕн регионта ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Мероприятине хутшăннисем регионти институтсен ĕҫĕсемпе паллашма,  обществăри лару-тăрăва хаклама пултараҫҫĕ. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тарăн сӳтсе явĕҫ. Ятарлă сĕнӳсене, конференци ĕҫне пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн, ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен органсене тăратĕҫ, патшалăх политикин ҫул-йĕрне ҫĕнетме  те пăхса хăварĕҫ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика