Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулнă, хăнасем савăнăçлă лару-тăрура Эгер бульварĕнчи кадетсен çĕнĕ комплексĕн никĕсне капсул хунă
08.08.2017Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулнă, хăнасем савăнăçлă лару-тăрура Эгер бульварĕнчи кадетсен çĕнĕ комплексĕн никĕсне капсул хунă

 

 

 


Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕнчи Чăваш Ен  кадетсен корпусĕнче пулнă. Мероприятине унпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Чи малтан хăнасем корпусăн инфратытăмĕпе паллашнă.

 Вĕренӳ учрежденийĕн директорĕ Татьяна Казакова кадетсен корпусĕнче 2016/2017-мĕш çулсенче пурĕ 218 ача ăс пухнине пĕлтернĕ.  Çулсерен вĕренсе тухакансем аслă шкулсене ăс пухма кĕнине каланă. 2016 çулта çар енĕпе аслă шкулсене 6 кадет вĕренме кĕнине, кăçал тата виçĕ ача  çул тытнине асăннă.  Сăмаха май, кивĕ корпус 1932 çулта хута кайнине каласа хăварнă.  Ачасем, ашшĕ-амăшĕсем чăтăмсăррăн çĕнĕ комплекса кĕтнине пĕлтернĕ Татьяна Казакова.

Паян сумлă хăнасем савăнăçлă лару-тăрура Эгер бульварĕнчи кадетсен çĕнĕ  комплексĕн никĕсне капсул хунă. Ертӳçĕсем кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă.    Паллă пулăма çакăн пекех «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман, РФ Çар-сывлăш Вăйĕсен Инçет тата Çар-транспорт авиацин пайĕн пуçлăхĕ Александр Цылев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, çӳлерех асăннă кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова  тата та ытти хăнасем хутшăннă.

Торжествăлла пая уçнă май, Михаил Бабич кивĕ çуртра кадетсене аталанса пыма çав тери хĕсĕк пулнине палăртнă.  Объектра пурлăхпа техника бази те тахçанах кивелсе çитнине асăннă.  Ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипе, Чăваш Енри патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсем тăрăшнипе, социаллă проектсемпе ĕçлекен бизнес-пĕрлешӳсен пуçарăвĕпе, чи малтанах палăртса хăвармалла,  «РЕНОВА» группа компанине, проектăн тĕп партнерĕ витĕм кӳнипе çĕнĕ корпуса Чăваш Республикинче хута яма территорине суйланине асăннă.

  Объектăн строительство ĕçне кăçал утă уйăхĕнче пуçланă пулнă. 2018 çулта авăн уйăхĕ тĕлне пĕтĕмпех ĕçе вĕçне-хĕрне çитерме тĕллев лартнă.  Кадетсен корпусĕнче Раççей Федерацийĕн  Çар Сывлăш – космос валли специалистсем хатĕрлессипе тăрăшĕç.  Шкула республикăри ачасем кăна вĕренме килмĕç, ытти регионсенчен те хапăл тусах йышăнĕç.

 Асăннă кадет корпусне Сызраньти сывлăш çар академийĕпе икĕ çар чаçĕ шефа илĕç. Кадет корпусĕн кивĕ çурчĕ те юлĕ, унта патриот воспитанийĕ паракан центр, е юнкăсен шкулĕ пулĕ. Çĕнĕ вĕренӳ заведенийĕ çамрăксене кадет енĕпе кăна аталантармĕ, спортри, пултарулăхри ăсталăхсене уçма, пĕр сăмахпа, пур енлĕн аталанма пулăшĕ.  Ыр кăмăллăх акципе килĕшӳллĕн, «РЕНОВА» ГК укçан витĕм кӳрет строительство ĕçне пурнăçлама.  Хушма пулăшупа 400 çын валли вырнаçмаллăх хăтлă объект пуласси паллă.

2016-2020-мĕш çулсенче РФ спорта аталантарассипе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн, 2019-мĕш çулччен  кунта паркпа сквер та, футбол уйĕ те, пăр кермен те хута яма палăртнă.  Енчен те объект таврашĕнче инфратытăма вăй илтерсен, тавралăх илемленесси куçкĕретех пулĕ.

 «Çулталăк кăна иртĕ, çак асăннă вырăнта пысăк комплекс хута кайĕ.  Объектра пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техника хатĕрĕсене вырнаçтарма тĕллев лартнă. Вĕренӳ учрежденийĕ тарăн пĕлӳ ачасене парассине шансах тăратпăр.  Ачасем çак шкултан вĕренсе тухсан, аслă шкулсене малалла пĕлӳ пухма çул тытассине те ĕненетпĕр.  Çĕнĕ йышши çак пĕлӳ çуртĕнче вĕренекенсем кайран çар енĕпе хатĕрлекен аслă шкулсене, чи чаплă вĕренӳ учрежденийĕсене вĕренме кĕрĕç», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич.  Вăл çакăн пек пысăк йышăнăва тума хутшăннисене пурне те тав сăмахĕсем каланă.  Строительство ĕçне тытăннисене, ашшĕ-амăшĕсене, пуçаруллă мĕнпур халăха ырласа хăварнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кадетсен корпусĕ çамрăксен патриотизм туйăмне аталантарса вăй илтерме пулăшнине палăртнă. «Эпир ачасем валли объект тăватпăр! Раççей Федерацийĕн оборона Министрне Сергей Шойгуна, арми  генералне  пысăк тав. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич уйрăмах пысăк хисепе тивĕç. «РЕНОВА» группа компанийĕн генеральнăй директорĕ Виктор Вексельберг витĕм кӳнĕшĕн  пархатарлă», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Кадетсен шкулĕн строительство ĕçĕпе инфратытăмне тирпейлеме 1 млрд куçасси паллă.  Çамрăк яш-кĕрĕм çакна ăнланассине, хăйсене тивĕçлипе кăтартса парассине шанатпăр.  Хула çыннисемшĕн чи хитре илемлĕ вырăн пулса тăрассине пĕрре те иккĕленместпĕр», - палăртнă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

«Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман çакăн пек чаплă пулăма хăйне  хутшăнма май килнĕшĕн тав тунă пурне те.

РФ Çар-сывлăш Вăйĕсен Инçет тата Çар-транспорт авиацин пайĕн пуçлăхĕ Александр Цылев хăйĕн сăмахĕнче Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетовăн паттăрла ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă.

2017 çулта кадетсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă Гаврилов Андрей çапла каланă: «Паян, 2017 çулта çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче, кадетсен комплексĕн çĕнĕ объектне хута яма торжествăлла майпа пуçтарăнтăмăр.  Пĕрремĕш кирпĕче хаваслă лару-тăрура хутăмăр.  Пирĕншĕн тăван кил пулĕ.  Эпир куншăн питĕ мăнаçланатпăр», - тенĕ яш ача.  

Аса илтеретпĕр, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче  Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  тата «РЕНОВА» ГК директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг Мускавра ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, Чăваш Енре Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕнчи Чăваш Ен кадетсен корпусĕн строительство ĕçне витĕм кӳме килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. «КаДетство» проектпа килĕшӳллĕн Атăлçи тăрăхĕнче çак объект улттăмĕш  кадетсен корпусĕ шутланать.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика