Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Раҫҫей кунне халалласа чаплă мероприяти ирттернĕ
13.06.2019Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Раҫҫей кунне халалласа чаплă мероприяти ирттернĕ

В столице Чувашии отметили День РоссииҪĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Раҫҫей кунне халалласа чаплă мероприяти ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Чи малтан уява пухăннисене регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланă, ҫак кун ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн наци нумай­евӗрлӗхне сӑнарланине асăннă. Раҫҫей – тӗнче цивилизацийӗнче уйрӑм вырӑнта тӑракан авалхи кун-ҫуллӑ, хӑйне евӗрлӗ культурӑллӑ аслӑ ҫӗршыв. Вӑл вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫӗрӗсен анлӑхӗпе, калама ҫук пысӑк пуянлӑхӗпе, ҫут ҫанталӑкӑн тӗлӗн­мелле илемӗпе паллӑ тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ. Нумай-нумай ӗмӗр туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫ тытӑмӗ типтерлӗн сыхланса упранса пынине та­та ӑруран ӑрӑва йӗркеллӗн куҫнине палăртнă Ертӳҫĕ.

«Эпир Тӑван ҫӗршыва чунтан юрататпӑр! Хӑш халӑх ҫынни пулни­не, мӗнле тӗне ӗненнине е политикӑри шухӑшлавне пӑхмасӑр, кашни Раҫҫей ҫыннин тивӗҫӗ – наци тӗллевӗсене пурнӑҫлассишӗн, Раҫҫей патшалӑхӗн ырлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн, тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе тӗрекле­тессишӗн ырми-канми тӑрӑшасси», – тенĕ  уява килсе ҫитнĕ мĕн пур хăнасене, республикăра пурăнакансене саламланă май регион Ертӳҫи.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫĕршывра обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пытăр тесе чылай пысăк ĕҫсем йĕркелесе пынине те палăртнă регион Ертӳҫи. Халăхăн пурнăҫ условийĕсем лайăхланса пыччĕр тесе те сахал мар тăрăшаҫҫĕ ҫĕршывра.   «2019 ҫулта социаллă политикăна пĕтĕмпе 14 млрд ытла укҫ-тенкĕ хывăнать», – палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  

РФ Президенчĕ наци проекчĕсенчи палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе те самай пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕҫсем пулса пынине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – пӗрлехи вӑйпа, ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулнӑ май, Тӑван ҫӗршыв чапӗпе мухтавлӑхне малалла ӳстерсе пырасси, ум­ри тӗллевсене туллин пурнӑҫласси. Кун пирки никамăн та манма юрамасть. Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ачасене тĕрĕс тĕкел ҫитĕнтерсе, ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем пулма вĕрентесси. Раҫҫей, Чăваш Ен пуласлăхĕ шăпах та, ҫамрăксенче. Тĕнчере яланах мирлĕ пурнăҫ хуҫалантăр тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Уяв хăнисене, Чăваш Енре пурăнакансене ҫакăн пекех ăшшăн Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Олег Николаев, «ЕДИНАЯ РОССИЯ» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн   Председателĕн ҫумĕ Юрий Кислов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Александр Андреев, Эдуард Петров, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев саламланă.  

Уявра «Туслăх парачĕ» шестви пулнă.

Паллă кун, 14 ҫул тултарнă яш-кĕрĕме, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп документа – Раҫҫей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне парса чысланă.

Тĕп хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ ҫирĕп пултăр тесе тăрăшнă граждансене, пысăк тӳпе хывнисене хулана 550 ҫул ҫитнĕ ятпа медаль парса хисеп тунă.  

Уяв пысăк концертпа вĕҫленнĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем халăха хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарнă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика