Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
15.02.2019РИФ-2019: Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «2050-Интегратор» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Дмитрий Гиммельбергпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 РИФ-2019: На предприятиях концерна «Тракторные заводы» внедряются современные цифровые технологииНарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «2050-Интегратор» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Дмитрий Гиммельбергпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Генеральнăй директор Дмитрий Гиммельберг хăйĕн сăмахĕнче «2050-Интегратор» ТМЯО, ăна йĕркелесе яма пулăшаканĕ «Трансмашхолдинг» АО, цифрăллă технологисене пурнăҫа кĕртессипе тимленине асăннă. «Кун пек тăрăшни, предприятийĕн тухăҫлăхне ӳстерме май парать, таварсене тĕнче шайĕнчи рынока та илсе тухма меллĕ, ĕҫлекенсен шалу укҫин виҫине хăпартма майсем уҫăлаҫ.  Пирĕн шăпах та, тĕллевсенчен пĕри  пысăк технологисене тĕпе хурса производство калăпăшне ӳстерсе пырасси.  Ҫитес тапхăрсенче  «Трактор завочĕ» концерн предприятийĕсен тухăҫлăхне хăпартасси, цифрăллă технологине вăй илтересси», – палăртнă вăл.

Тулаш экономика банкĕ умĕнче  «Трактор завочĕ» концерн предприятийĕн парăмĕ 82 млрд ҫитнĕ.  Концерн предприятийĕсем ҫĕнĕ тапхăра куҫса производство калăпăшне ӳстерме палăртнă. Предприятийĕн тĕп тĕллевĕ – кризиса кĕрсе ӳкичченхи лару-тăрăва ҫитесси, производство калăпăшне тытса пырасси. «Трансмашхолдинг» АО ҫав тери тĕллевлĕн ĕҫлет, концернăн производство ӳстĕр тесе ҫине тăрсах тăрмашать. Таварсен спекторĕ анлăланасси те паллă. John Deere брендпа тирпейленсе тухакан техника таврашне хамăр тăрăхра кăна мар, ытти регионсем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Ял хуҫалăх валли ҫав тери кирлĕ хатĕр.  

2018 ҫулта предприяти финанс тĕлĕшĕнчен ҫирĕпленни куҫкĕретех.  Паллă, ăна кура тавар калăпăшĕ те 2017 ҫулхипе танлаштарсан 1,6 хут ӳснĕ. Тăкак пĕчĕкленнĕ  3,9 хут чакнă.

Предприятисенче пĕтĕмпе 8200 ҫын вăй хурать. Паянхи куна илес пулсан, ĕҫлекен халăх вăхăтра шалу укҫине илсе пырать. Специалистсем те хапăл тусах вырнаҫасшăн предприятине.  Ертӳҫĕсем ĕҫлекенсен шутне хăпартса пырасшăн. Калас пулсан, пĕлтĕр 2 пин ҫынна ĕҫе илнĕ.  Лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеленнĕ.  

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Заводăн пуласлăхĕ ҫав тери пысăк. Специалистсем тарăн пĕлӳ илнисем, предприятисенче ĕҫлеҫҫĕ. Пысăк технологи вăй илсе пырать. Вакунсем тирпейлесе кăларас ĕҫ малалла пырать. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем калăплама тăрăшать предприяти. Вĕсен таварĕсене ют регионсем те хапăл тусах ыйтаҫҫĕ. Пахалăх тени малти вырăнта. Кун пирки ертӳҫĕсем те пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетсе каланă. Ĕҫ укҫине ҫынсем вăхăтра тивĕҫеҫҫĕ.   Апла пулсан, налук та  самай пухăнать бюджета», – тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика