Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре М-7 трассӑна уҫнӑ
16.10.2020Чӑваш Енре М-7 трассӑна уҫнӑ

В Чувашии завершилось обновление трассы М-7Паян Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ тӗлӗнчи Федерацин М-7 "Атăл"-Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Уфа автоçулĕн Чăваш Республикинчи лаптăкне тĕпрен юсанă xыççăн caвăнăçлă лару-тăрура уҫнă.

Мероприятие Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, «Волго-Вятскуправтодор» Управленийӗн пуҫлӑхӗ Илдар  Мингазов  тата ытти официаллӑ ҫынсем хутшӑннă.

17 ҫухрӑм тӑршшӗ  сарăлса выртакан ҫула  «ДЭП № 139» АУО ҫӗнетнӗ, унӑн учредителӗ "Дорисс" ПАО шутланать. Объекта  тĕпрен юсама федераци хыснинчен хушма 1,5 миллиард тенкӗ тăкакланă.

Палăртнă ҫула графикпа пăхса хăварнинчен чылай маларах тирпейлесе хута янă. Пĕр сăмахпа каласан, подрядчиксем  ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕретех.

Нормативлӑ пая пăхăнса чылай ĕҫ пурнăҫланă, кирлӗ пек ҫаврӑнусемпе тивӗҫтернӗ. Ҫуран ҫӳремелли ҫулсем тунӑ. Автобус чарӑнӑвӗ валли ятарлă сакăр вырăн йӗркеленӗ. Пысăк технологисене пăхăнса мĕнпур ĕҫсене пурнăҫланă. Тавралăхра ҫутă, халăха валли условисем ҫителĕклĕ, вĕсем пĕтĕмпех паянхи вăхăта тӳр килеҫҫĕ. Çaк сыпăкпа транспортăн кашни сехетре 100 километр çӳремелли хăвăртлăxпа тăватă полосапа кайма юрать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫ пахалӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫӗрпӳрен пуҫласа Тутарстан чикки таран ҫитекен трассӑна ҫӗнетесси  тĕпрен пурнăҫа кĕнине палăртнă.

"Ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ  тĕллеве пурнăҫлатпăр.  Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхĕпе тивĕҫтерес тесе специалистсем пысăк тӳпе хывнă", - палӑртнӑ вӑл. Регион Ертӳҫи отрасль умӗнче  тата та плансем пуррине каланă. Наци проекчĕсемпе те тĕллевлĕ ĕҫлесе пыма  сĕннĕ,  М–12 "Мускав-Чулхула-Хусан"  пысăк хăвăртлăхпа ҫӳреме май паракан автомобиль ҫулӗ те ҫитес ҫулсенчех хута кайĕ тенĕ сăмаха малалла тăсса. Тепӗр ҫулхине Етӗрне районӗнчи Сӑр юханшывӗ урлӑ кӗпер тума тытӑнаҫҫӗ. Лапсар таврашӗнче кулленех пăкăсем пулаҫҫĕ, вĕсене пĕтерес тесе чылай объектсен строительство ӗҫĕсене пăхса хунă. "Вӗсене пурне те ҫак объект пек лайăх пурнăҫламалла», -  тесе каланă Пуҫлăх. Паянхи объект тĕслĕх вырăнĕнче пулнă тесен те йăнăш мар.

«Волго-Вятскуправтодор» ФКУ ертрӳҫи Илдар Мингазов  юлашки виҫӗ ҫул хушшинче (2018 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен) Чӑваш Енĕн ҫул-йĕр тытăмне 9,5 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывнине палăртнă. Ҫак лаптăка уҫнă хыҫҫăн, Чӑваш ен урлӑ иртекен федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсен 85 проценчӗ нормативпа тӳр килет. Апла пулсан, автомашина ҫулĕсем лайăх, халăх ырлать.

Ҫул-йӗр строительствин ыйтăвĕсене комплекслӑ майпа татса пама пулăшнăшăн  предприяти ертӳҫи Олег Николаев командине тав сăмахĕсем каланă.  "Эпир, эсир пулăшу панине туятпăр. Федераци шайĕнчи ҫулсене тирпейлесе сарас ĕҫсене пурнăҫланă чухне тăтăшах тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса паратăр», - тенӗ вӑл.

Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фирдавиль Искандаров  хăнасене тав тунă, ҫӗнӗ ҫула халăх чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтернĕ.   «Таврари ялсем ҫывăхăнче пурăнакансем ӳлĕмрен йывăрлăхсемпе тĕл пулмĕҫ", -  тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика