Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Ылтăн кĕркунне» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ агропромыленноҫ куравне Чăваш Республикинчен 26 предприяти кайнă, вĕсем пурĕ 65 медале тивĕҫнĕ
09.10.2017«Ылтăн кĕркунне» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ агропромыленноҫ куравне Чăваш Республикинчен 26 предприяти кайнă, вĕсем пурĕ 65 медале тивĕҫнĕ

  Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионта уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем Чăваш Енĕн АПК представителĕсем «Ылтăн кĕркунне» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ агропромыленноҫ куравĕнче пулни пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.  Кун ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă.  

Аса илтеретпĕр, курав юпа уйăхĕн 4-7-мĕш кунĕсенче Мускавра иртнĕ.  Мероприятийĕн торжествăлла пайне РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, РФ ял хуҫалăх Министрĕ Александр Ткачев  хутшăннă.  

Кăҫал палăртнă чаплă мероприятине пурĕ 1400 Раҫҫей Федерацийĕн 70 регионĕнчен 1400 предприяти пухăннă, ют ҫĕршывсенчен те представительсем сахал мар пухăннă.

Чăваш Енрен кайнă делегаци регионăн агропромышленноҫ пайĕнчи ĕҫ кăтартăвĕсемпе анлăн паллаштарнă.  Регионти «ЮРМА»  Агрохолдинк» ТМЯО, «Сделано в Чувашии» бренд, Ҫĕнĕ Шупашкарти  теплица комплексĕсем предприятисем те хăйсем пирки каласа кăтартнă.

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствипе регионсен ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансен Ассоциацийĕн хушшинче пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме ирĕк паракан килĕшĕве алă пусса ҫирĕпетнĕ.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви «Комбайновый завод «Ростсельмаш» ТМЯО килĕшӳ хутне алă пуснă. Кăҫал асăннă курава Чăваш Республикинчен 26 предприяти кайнă, вĕсем пурĕ 65 медале тивĕҫнĕ.

Михаил Игнатьев медальсене тивĕҫнине кура, пасарсенче ытларах Чăваш Енĕн таварĕсене анлăрах сарма тăрăшмаллине каланă.

Паянхи канашлура Сергей Артамонов кĕскен республикăри уй-хир ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă.  Кăҫал тĕлĕнмелле пысăк тухăҫ пухса кĕртнине пĕлтернĕ вăл. Пĕтĕмпе регионта тĕш тырăна 714 пин тонна тĕшĕлесе кĕртнĕ (2016 ҫулта – 639 пин тонна  тырă аласа кĕртнĕ).  Ҫĕр улмине мĕнпур лартса хăварнă лаптăкран 98,5 процент тирпейлесе пуҫтарнăĕ.  «Укҫа виҫипе клаҫас пулсан, уйра пурĕ 320 млн тенкĕлĕх тухăҫ выртать», - тенĕ сăмаха тăсса, вырма ĕҫĕ малалла та хĕрӳ пынине каланă вăл.

Тухăҫа пухса кĕртессипе ĕҫ-пуҫа вĕҫлеме хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, муниципалитетсенче ял хуҫалăх таварĕсене сутма ятарлă ярмарккасем ирттермеллине тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Халăха йӳнĕрех хаксемпе таварсене сутма сĕннĕ.  Ватă ҫынсене пахча ҫимĕҫе, улма-ҫырласене киле ҫити тӳлевсĕр ҫитерсе пама витĕм кӳмеллине те асăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паян тепĕр хыпар пирки чарăнса тăнă, Пушкăртстан Республикинче ящура вирусĕ тупса палăртнине каланă.  Чăваш Енри ятарлă сужбăсене кулленех асăрхануллă пулмаллине, ыйтăва тĕрĕслеве илме хушнă.  

«Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси - пирĕн тĕллев.  Кирек епле чир-чĕр алхасассинчен пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика