Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев "Управлени команди" тата "Ҫамрӑк лидерсен команди" регионти конкурссем ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ
10.02.2020Олег Николаев "Управлени команди" тата "Ҫамрӑк лидерсен команди" регионти конкурссем ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ

Олег Николаев подписал указ о региональных конкурсах «Управленческая команда» и «Команда молодых лидеров»Февралӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче "Раҫҫей лидерӗсем" конкурса хутшӑнакансемпе, тӗрлӗ ҫулсенчи ҫурма финалистсемпе тӗл пулнă. Вӑл хăй РФ Халӑх хуҫалӑхӗн организацийӗсем валли управлени кадрӗсене хатӗрлемелли Президент программин пӗрремӗш хумне хутшӑнни ҫинчен каласа панă.

"Инноваци улшӑнӑвӗсене ӗҫе кӗртме, стратегилле шухӑшлавҫӑсемпе, командӑра ӗҫлеме пӗлекен пуҫаруллӑ ҫынсемпе тӗл пулма питӗ кӑмӑллӑ. Пирӗн республикӑри пуян вӑй-хӑвата пурнӑҫлама Чӑваш Енре сирӗн вӑй-хӑватпа усӑ курмалла", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Тӗлпулура республикӑра "Управлени команди" тата "Ҫамрӑк лидерсен команди" конкурссене 2020 ҫулта ирттересси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ.

Документа патшалӑх управленине лайӑхлатма, социаллӑ, экономика тата обществӑпа политика сферисенче управлени должноҫӗсене явӑҫтарма, лидер пахалӑхӗсене тата управлени компетенцийӗсене ҫӳллӗ шайра аталантармалли специалистсене социаллӑ, экономика тата общество сферисенче явӑҫтарма палӑртнӑ.

 Олег Николаев "Раҫҫей лидерӗсем" конкурса хутшӑнакансене тренерсемпе экспертсем пулса хутшӑнма чӗнсе каланă. "Сирӗн опыт, эсир хутшӑнни пире питӗ кирлӗ", - тесе палӑртнӑ вӑл.

Фоторепртаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика