Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
14.07.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Калаçу вăхăтĕнче вĕсем регионта обществăлла политика лару-тăрăвне тăнăçлă аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. «Çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарса пырасси - патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри шутланать.  Республикăра провослави тĕнне тĕпе хурса унăн йăла-йĕркипе çыхăнтарса ачасене вĕрентмелли шкулсене уçнă. Сирĕн пуçаруллă шухăша шкулта вĕрентекенсем хапăл тусах йышăннă. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем питĕ кăмăллă çак ыйту пурнăçа кĕнишĕн. Кун пирки тăтăшах ырă сăмахсем калаççĕ», - тесе пĕлтернĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава  хăйĕн сăмахĕнче чиркӳ енĕпе çыхăннă шкулсенче ачасем чун-чĕререн ăшă кăмăлпа тĕн культурине, ырă ĕçсем пурнăçлама, пĕрне-пĕри хисеплеме вĕренсе пынине каланă. «Таса кăмăл-туйăм пулмасан – пуласлăх пирки калама йывăр.  Çакă пирĕн таса тивĕç - çынсене ырă ĕçсем тума вĕрентесси.  Чиркӳпе влаçра ĕçлекенсен яланах пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса килĕштерсе ĕçлесе пымалла, ун чухне тĕнчере ырлăх, тăнăçлăх хуçаланасси куçкĕретех пулĕ»,  - тенĕ  Владыка. Ку хутĕнче сумлă çынсем тĕлпулу самантĕнче Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленесси пирки те сăмах хускатнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика