Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине валли проектсене комплекслӑ хатĕрлеме хушнă
15.04.2020Олег Николаев пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине валли проектсене комплекслӑ хатĕрлеме хушнă

Олег Николаев выступил за комплексный подход к проектированию  жилищной застройки

Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономикин 2024-мĕш ҫулчченхи аталанӑвӗн анлă уйрăм программине сӳтсе явассипе ҫыхăннă канашлура ҫитес тăватă ҫулта строительство тытăмне мӗнле майпа вăйлатас ыйтӑва пысăк тимлĕх уйăрнă. 

«Экономика аталанăвĕн хăвачĕ – шăпах та, строительство тытăмĕнчен нумай килет. Экономикăн чăн секторĕнче пысăк технологиллĕ производствăсем уҫăлсан, хальхи йышши транспорт инфратытăмĕ йĕркеленсен, хăтлă ҫурт-йĕр, социаллă тата культура тытăмĕн объекчĕсем ҫĕкленсе пырсан, ялсемпе хуласем, общество хутлăхĕсем хăтлăлансан - ҫынсен пурнăҫĕ лайăхланать», - тесе пӗлтернӗ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономикин 2020-2024-мĕш ҫулсем валли йышӑннӑ  стратегиллĕ программине ҫирĕплетнӗ. Ҫавна май федераци бюджетĕнчен   ҫурт-йĕр строительствине аталантарма 500 млн тенкĕ куҫать.  Асӑннӑ пулӑшӑва «Ҫĕнĕ хула», «Солнечный», «Грязевая стрелка»  микрорайонсенче  тата Ҫĕнĕ Шупашкарти хăш-пĕр урамсенче шывпа, газпа, ăшăпа тивĕҫтерекен объектсене хута яма тăкаклама палăртнă. Кунсăр пуҫне проектсене хатĕрлеме те укҫа куҫасси куҫкĕретех.    

Олег Николаев Чăваш Республикин Строительство министерствине асăннă территорисене юсаса ҫĕнетес  тата аталантарас ĕҫре мероприятисене комплекслă майпа йĕркелесе пыма хушнă.

«Чи малтанхи тапхăрта, генеральнăй план пăхса хăварнă чухне инфратытăм объекчĕсем хăш тĕлте пулассине ҫирĕп палӑртса хӑвармалла.  Уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисем ҫине тимлĕн пăхмалла. Ача сачĕсем, шкулсем, сиплев учрежденийĕсем халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла.  Апла пулсан, территорипе усӑ курма пуҫличченех, унта ҫакăн евĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем пулассине ҫирĕплетсе хумалла.  Эппин комплекслă программăра ҫаксене туллин шута илсе хăвармалла», - тенӗ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурăҫлакан Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика