Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗ ячĕпе саламлани
11.08.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ спортсменсемпе тренерсем, спорт юхӑмӗн ветеранӗсем, физкультурӑпа спорт тусӗсем тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем!

Спортпа сывлӑх уявӗпе – Физкультурник кунӗ ячӗпе чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак уяв профессионал спортсменсемпе тренерсене, физкультурӑпа спорт ӗҫченӗсене кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗнпур ҫын­нах пӗр­леш­терет.

Чӑваш Республики ҫынсене спорт сооруже­нийӗсемпе тивӗҫтерес тата ха­лӑха физкультурӑпа спорт ӗҫне тӑтӑшах хутшӑнта­рас енӗпе Раҫҫейӗн малта пыракан ву­нӑ регионӗ йышне кӗрет. Юлашки вунӑ ҫулта регионти спорт ин­фра­тытӑмне 6 миллиард ытла укҫа-тенкӗ хывнӑ.

Чӑваш Енре ҫулсерен тӗрлӗ шайри 350 ытла ӑмӑрту иртет. Кӑҫал кӑна рес­публика йывӑр атлетика, сӗтелҫи теннис, хӑвӑрт утас енӗпе ҫӗршыв чем­пио­начӗсене, парашют-атлетика тӗлӗшпе нумай енлӗ кӗре­шӗвӗн, автомобиль спор­чӗн Раҫҫей Кубокне, хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе тӗнче турнирне йы­шӑ­нать.

Эпир спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн республика чысне хӳтӗлекен спортсменсен ӑс­талӑхӗпе, ҫирӗп тӗллевлӗхӗпе, чун ҫирӗп­лӗх­ӗпе тата чаплӑ ҫӗн­те­рӗвӗ­семпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Тренер-наставниксем тимлӗн, тӑрӑ­шса тата пӗлсе ӗҫленӗрен Чӑваш Ен­­ре ҫӗнӗ чемпионсем ҫу­ралсах тӑраҫҫӗ.

Пирӗн ентешсен спортри ҫитӗнӗвӗсем тӑван республикӑна май пур таран  ытларах чапа кӑларччӑр. Физкультурӑпа тата спортпа туслашакан ҫын­сен йы­шӗ нумайлантӑр, халӑх сывлӑхӗ вара ҫулсерен ҫирӗп­лен­се пытӑр!

Профессионал спортсменсене тата спорта юратакансене пурне те ик­сӗл­ми вӑй-хал, хӑвӑр вӑйӑра шанма, ҫутӑ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                    Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика