Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Вăрнарта «Акатуй» ĕҫпе юрă, спорт уявĕ иртнĕ, пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă
13.06.2018Вăрнарта «Акатуй» ĕҫпе юрă, спорт уявĕ иртнĕ, пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Михаил Игнатьев принял участие в праздновании Акатуя – 2018 в Вурнарском районеҪĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вăрнарта «Акатуй» ĕҫпе юрă, спорт уявĕ иртнĕ. Кăҫал ăна Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне халалланă.  Ҫакăн пекех мероприятине чăвашсене ҫутта кăларакана И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫитнине паллă туса ирттернĕ.

Аграри тытăмĕнче вăй хуракансене саламлама ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов килсе ҫитнĕ.   

Уяв «Алран кайми, аки сухи» ятлă юрăпа пуҫланнă.  Мероприятине пухăннисене чи малтан Вăрнар районĕн пуҫлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн ертӳҫи Леонид Николаев тав тунă.  

Леонид Николаев хăйĕн сăмахĕнче ентешсене мухтанă май, муниципалитетăн ĕҫĕ-хĕлĕпе те паллаштарнă.  Ҫурхи ĕҫ кăтартăвĕсем ҫинчен чарăнса тăнă.  Районта ял хуҫалăх пайĕпе пурĕ 17 организаци тăрăшать. Фермер хуҫалăхĕсем те сахал мар, вĕсем 54 ҫитнĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче кăҫалхи ҫул кĕрхи тата ҫурхи культурăсене 12,8 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă. Ҫĕр улмине пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах лартса хăварни куҫкĕретех.  Кукуруза та самай акса хăварнă, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ районта чылайланнă.  Аш-какай тирпейлесе илессипе те курăмлă ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Районта пурĕ инвестициллĕ 9 проект пурнăҫа кĕрет.   Физкультурниксен кунĕ тĕлне муниципалитет ФОКра шыва кĕмелли бассейн хута яма тĕллев лартнă тесе ырă хыпара каланă вырăнти ертӳлĕх.  

Инвестициллĕ проектсемпе килĕшӳллĕн, муниципалитет территорийĕсенче ҫулсене сарма, тавралăха тирпей-илем кĕртме, спорт площадкисене юсама плана кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, инфратытăм ҫĕнелесси паллă.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарта пурăнакансене саламланă май, вырăнти халăх ҫурхи ĕҫсене вăхăтра тата тирпейлĕ пурнăҫласа пынине асăннă.

«Кукуруза тирпейлесе илессипе район ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Район   ҫыннисем ĕҫлеме пĕлеҫҫĕ, вĕсен ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма тăрăшни куҫкĕретех», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.    

Ӳлĕмрен те кăтартуллă ĕҫлесе пымаллине, усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртмеллине, пысăк технологисене вăй илтермеллине, таварсен пахалăх шайне ӳстермеллине, халăхăн шалу укҫине хăпартса пымаллине чĕнсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Агропромышленноҫ пайне аталантарма патшалăх 2018-мĕш ҫулта 2,5 млрд тенкĕ панă, хальлĕхе вĕсенчен 770 млн тенкипе усă курма та ĕлкĕрнĕ.  

«Тăрăшса ĕҫлесен, тухăҫ илесси паллă, апла пулсан халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те ӳссе пырасси никама та иккĕлентермест», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ҫак кун  республика Пуҫлăхĕ хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.  

Уяв саламĕсем ҫумне ытти официаллă ҫынсем те хутшăннă.

Уяв пултарулăх ушкăнĕсен илемлĕ юрри-ташшисемпе вĕҫленнĕ. Чăваш тумне тăхăннă ентешсем пурин кăмăлне те ҫĕклесе янă.   Мероприятине пухăннисем чăвашсен мĕн авалтан пыракан йăли-йĕркисене курса савăннă, тĕрлĕ куравсемпе кăсăкланнă. Республикăран килсе ҫитнĕ хăнасем ял ĕҫченĕсемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  Пурте ҫак кун савăк кăмăллă пулнă, ырă хыпарсемпе пĕрне-пĕри савăнтарнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика