Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Кăҫалхи ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен, 2018-мĕш ҫул валли йышăннă план пирки сӳтсе явнă
29.12.2017Кăҫалхи ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен, 2018-мĕш ҫул валли йышăннă план пирки сӳтсе явнă

Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи канашлура, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх канашĕн пĕтĕмлетӳ ларăвĕнче Инвестици илӗртӳлӗхӗшӗн Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ ырланине пĕлтернĕ. Мускаври ларура регионсен инвестици климатне лайӑхлатассипе, бизнеса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Раҫҫей шайӗнчи ларура Раҫҫей Федерацийĕн Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен региона укҫа-тенкӗ илсе килес енӗпе ҫӳллӗ шайра ӗҫленине, ҫак тӗлӗшпе малта пыракан регионсен шутӗнчине палӑртнине тепĕр хут асăнса хăварнă. «Кун пек хаклав чăннипех те пысăк хисепе тивĕҫ. Пире малашне те яваплăха туйса ĕҫлеме вăй-хăват хушать»,- тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сӑмах май, инвестици илӗртӳлӗхӗн Наци рейтингӗнче Чӑваш Республики кӑҫал Раҫҫейри 85 субъект хушшинче 2-мĕш вырӑн йышăнни пурсăмăра та хавхаланса ĕҫлеме витĕм кӳрет.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ малашне те ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансене бизнес-пĕрлешӳсемпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă. Ĕҫ климатне регионта лайăхлатса пырассишĕн кашнин вăй хумаллине, ҫак пысăк ҫитĕнĕве чакарса лартма юраманнине асăннă. Ытти субъектсем хушшинче яланах малта пырассишĕн пурин те ҫине тăрса ĕҫлемеллине каланă.

Паян регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тăрăшакансене, мĕнпур обществăлла организацисенче вăй хуракансене пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн мухтанă.  Сăмаха май, ҫитес 2018-мĕш ҫулта та палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫлассишĕн ҫине тăрса ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне регион Ертӳҫи социаллă пĕлтерĕшлĕ саккунсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пĕрле килĕшсе яваплăха туса ĕҫленĕшĕн ырланă.

«Халăхшăн тăрăшакансен сĕнĕвĕсене те яланах шута илетпĕр.  Ҫаксем пĕтĕмпех йăнăшсем тăвассинчен пăрса пыраҫҫĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин 2017-мĕш ҫулхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă май, регионта ĕҫ укҫин виҫи 107 процента ҫити хăпарнине асăннă. Промышленноҫ производствин индексĕ 103,7 процент, ял хуҫалăх пайĕнче таварсем туса илессин виҫи  100,4 процента ҫитнине, суту-илӳ пайĕ -102,8 процент ӳснисене ырă хыпарсене пĕлтернĕ вăл.  Таварсен хакне сăлтавсăр ӳстерсе яма юраманнине, ыйтăва кун йĕркинчех тытмаллине асăрхаттарнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе саламланă, ҫĕнĕ 2018-мĕш ҫулта ӳсĕмсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăҫусем суннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика