Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче
31.05.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче пулать.

ПМЭФ площадкинче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли çĕнĕ вырăнсем» ятпа иртекен канашлу ĕçĕнче Михаил Игнатьев пулнă.

Паллă форум ĕçне Раççей Федерацийĕн Правительствин Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов, Тулашри экономика банкĕн Председателĕн çумĕ Ирина Макиева, РФ Федераци Канашĕн пайташĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем,  федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ корпораци аталанăвĕсен ертӳçисем, обществăлла организацисен представителĕсем, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем пуçтарăннă.

Сесси ĕçĕн кун йĕркипе килĕшӳллĕн, инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухма палăртнă, ăна ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене тишкерме тĕллев лартнă.

Мероприяти йĕркелӳçисем çак форум бизнеспа влаçа пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма витĕм кӳрессине палăртаççĕ.

Монохуласене аталантарассипе ĕçлекен программа хăйĕн тухăçне панине палăртнă Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш Çумĕ Игорь Шувалов. «Президент проектне пуçланишĕн  эпĕ пĕрре те пăшăрханмастăп. 2017 çул вĕçне мĕнпур 319 ушкăн пĕлӳ пухса çитерессине шанатăп.  Вĕсем пур те сертификата тивĕçĕç», - тенĕ вăл.  «Паянхи проектсенче хуласене вăй илтерме пулăшакан предприятисем пирки пĕрре те асăнман.  Пурнăç таппинче ытларах бизнес, социаллă тытăм, тавралăха тирпей-илем кӳртесси, вак тата вăтам предпринимательлĕх – çаксем пĕтĕмпех тĕп ыйтусем пулса тухса тăраççĕ. Çакă вара чи пахи», - тенĕ Игорь Шувалов.   

«Пĕчĕк предпринимательлĕх, енчен те вăл ĕç вырăнĕпе халăха тивĕçтерет пулсан, ку вара чи лайăххи.  Монохуласенче вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма питĕ меллĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Регион пуçлăхĕсем тата монохула ертӳçисем муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи ĕç опычĕсемпе паллаштарнă. Предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем çĕнĕ бизнес-проектсем пирки каласа кăтартнă.  Ертӳçĕсем квалификациллĕ специалистсем çителĕксĕр пулнине асăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инвестици проекчĕсем пирки каласа кăтартнă, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем çинчен чарăнса тăнă. Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисен социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те сăмах пуçарнă, нормативлă право базине çĕнетсе улăштарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.

Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – монохуласене çĕнĕлле вăй илтерсе ярасси, çакă стратегиллĕ приоритетлă ыйту пулса тăнине асăннă Ертӳçĕ.   

Чăваш Енре пĕтĕмпе 5 монохула. Вĕсем: Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар.

Кризиса хирĕç кĕрешессипе йышăннă Раççей Федерацийĕн Правительствин программипе килĕшӳллĕн, регионти икĕ хула – Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар федераци хыснинчен патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Улатăр хулине аталанма патшалăх пулăшăвне 566 млн тенкĕ куçарса панă. Муниципалитетра завод проектне пурнăçа кĕртнĕ, «Алатырская бумажная фабрика» ТМЯО модернизациленнĕ,  ятарлă кĕпе-тумтир ĕçлекен «Лекс-Фэшн» çĕнĕ предприяти хута кайнă. Халăх валли 400 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ.  Палăртма кăмăллă, Улатăр хулинче ĕçсĕррисен хисепĕ самай чакнă.

Çĕнĕ Шупашкарта та лару-тăру аванах улшăннă, федераци хыснинчен вĕсене 2 350 млн парса тивĕçтернĕ, электрификаци, шыв, канализаци, газ тытăмĕсене тĕпрен çĕнетсе улăштарнă.   Çĕнĕ инвестици проекчĕсем вăй илнĕ. «Хевел» ТМЯО хĕвел модулĕсене калăплакан производство хута кайнă, ку енĕпе Раççейри пĕрремĕш промышленноç завочĕ пулса тăнă.  «Экоклинкер» завод та ĕçлени çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тата ытти нумай производствăсем те вăй илнĕ.  Çынсене валли 1100 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ.   Хулара ĕçсĕррисен хисепĕ чылай чакнă, 2009-мĕш çулта 3,7 процент пулнă пулсан, 2016 çулта 0,62 процента çитнĕ. Кăтарту çав тери лайăх.

Юлашки виçĕ çул хушшинче республикăн инвестици программипе килĕшӳллĕн,  регионти 5 монохулана инфратытăма тĕпрен çĕнетме, объектсене хута яма 3 млрд тенкĕ куçарса панă.

Чи пысăк ĕç – Чăваш Республики 2016 çулта авăн уйăхĕнче монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондпа килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетни.  Канаш хулинчи виçĕ объектăн строительство ĕçне  фонд 700 млн укçа хушса тӳлеме йышăнса хăварнă.   Пĕтĕмĕшле инфратытăмăн объекчĕсен хакĕ 1,4 млрд кайса ларнă. Муниципалитетра биотехнологи кластерне ĕçлеттерсен тата индустри паркне çĕклесе лартсан, хулара ĕçсĕррисен шучĕ пĕчĕкленĕ.  Предприятисенче халăх ĕçлĕ, тата та çĕнĕ 1,5 пин пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç. 

Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хурав панă.

«Монохуласене аталантарассипе йышăннă программăна хутшăнни – халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме май парать.  Пуçаруллă предпринимательсен çĕнĕ паха проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çакă вара чи кирли тата пĕлтерĕшли», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Палăртса хăваратпăр, Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕ  тĕнчери экономика тата бизнес сферишĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăчĕ.  Асăннă мероприятине 1997-мĕш çултан йĕркелесе ирттерме пуçланă.  Палăртма кăмăллă, 2006-мĕш çултан пуçласа вара чаплă мероприяти ĕçне РФ Президенчĕ тата Правительство ертӳлĕхĕ хутшăнма пуçланă.

Çирĕм çул хушшинче форум тĕнчери чи паллă мероприяти пулса тăнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика