Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
03.09.2018Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура 2018 ҫулта кăрлач-ҫурла уйăхĕсенче ҫулсем ҫинче пулнă инкексемпе тĕплĕн паллаштарнă, ҫул-йĕр условийĕсем пирки сӳтсе явнă

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов 2018 ҫулта кăрлач-ҫурла уйăхĕсенче ҫулсем ҫинче пулнă инкексемпе тĕплĕн паллаштарнă, ҫул-йĕр условийĕсем пирки каласа панă.

Кăҫалхи ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче ҫулсем ҫинче пулнӑ 772 инкеке шута илнине пӗлтернӗ министр.  Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, ку кӑтарту 10,7 процент сахалтарах тенĕ вăл. Ҫулсем ҫинче пулнă инкексенче 84 ҫыннăн пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă.  Пĕлтĕр ҫак тапхăрта 95 ҫын вилнӗ, сусăрланнисем те сахалах мар, пĕлтĕр – 1096 ҫын, кăҫал кăтарту кăштах пĕчĕкленнĕ – 1007-е ҫитнĕ.

Ӳсĕрле руль умне ларнисен шучĕ те чакнă, кăтарту – 34,6 % танлашнă. 

Инкексем тепӗр чухне ҫулсем тирпейлĕ пулманнипе те ҫыхăннă. Кăлтăксене вăхăтра пĕтермеллине каланă ведомство ертӳҫи. 

2017-мĕш ҫултан пуҫласа республикăра «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем»  федераци проекчĕ пурнăҫа кĕрсе пырать.  Икĕ ҫул хушшинче пурĕ 243 ҫухрăм ҫул сарнă. Ҫулсем ҫинче йывăр автомашинăсем путăксем туса хăвараҫҫĕ, вĕсене пула объектсем вăхăтсăр юрăхсăра тухаҫҫĕ тенĕ министр.    Республикăра автомашина ҫулĕсем ҫинчи йĕркене асăрхаса тăма видеосăнавсем те сахал мар вырнаҫтарнă. Кăҫал вĕсен витĕмлĕхĕпе йĕркене пăснă 463 718 тĕслĕхе тупса палăртнă. Паянхи куна пурĕ 151 видеосăнава стационарлă майпа ҫулсем ҫинче вырнаҫтарнă. Вырăнтан-вырăна куҫса ҫӳрекеннисем те сахал мар.

Михаил Игнатьев камерăсен кăлтăксемсĕр ĕҫлемеллине асăрхаттарнă, резерв та ҫителĕклĕ пулмалла тенĕ вӑл сăмаха тăсса.  Икĕ ҫул хушшинче ҫул-йĕр хуҫалăхĕ валли 9,5 млрд тенкӗ тăкакланă. Пысăк укҫа. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕллев. Йĕркене пăсакансене вара вăхăтра асăрхамалла, явап тыттармалла тенĕ регион Ертӳҫи. Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствинче штаб пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Александр Кожемяков хăрушсăрлăх темипе калаҫнă, вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине пĕлтернĕ. Ҫулсем ҫывăхĕнче шкул территорийĕсенче светофорсем ҫителĕксĕр пулнине тата та ытти кăлтăксем пирки каласа хăварнă. «Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланчĕ, тĕрĕслевсем ҫитменлĕхсене кăтартса пачĕҫ.  Йĕркене пăхăнман районсем ҫаксем: Улатăрсем, Вăрмарсем», – тенĕ вăл. Ҫитменлĕхсем ҫинчен подрядчиксене пӗлтерме, ҫийĕнчех пĕтерме хушнă регион Ертӳҫи.  «Ҫĕрпӳре ҫĕнĕ шкул уҫăлнă, унта шăпах та, ҫул-йĕр правилисене пăхăнассипе курăмлă ĕҫлесе пыни куҫкĕрет. Ыттисемшĕн вĕсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче», – палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшӳллĕн, ҫулсем ҫинче тивĕҫлĕ условисем йĕркелесе пымаллине, инкексен шутне 2030-мĕш ҫулсем тĕлне пачах пӗтермеллине пӗлтернӗ.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика