Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Раҫҫей премьер-министрĕ шкулсемпе ача сачĕсене хута ярассипе ҫыхăннă ыйтупа ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă
02.09.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Раҫҫей премьер-министрĕ шкулсемпе ача сачĕсене хута ярассипе ҫыхăннă ыйтупа ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в совещании премьер-министра России по вопросам строительства школ и детских садовАвăн  уйăхĕн 2–мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, шкул ҫулне ҫитменнисене валли учрежденисем хута ярасси.  Дмитрий Медведев хăйĕн ум сăмахĕнче кăҫал Раҫҫейре пĕрремĕш хут парта хушшине 2 млн яхăн ача ларнине хыпарланă.   «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, чылай учреждени хута кайнă. Ачасен пурин те пĕрремĕш сменăра вĕренмелле. Учрежденисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăмалла, условисем те хăтлă йĕркеленмелле. Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр шкул ачисен йышĕ 1 миллиона яхăн ӳснĕ», –  тенĕ  Премьер-министр.   

Шкулсене тĕпрен юсаса ҫĕнетессипе, иккĕмĕш сменăпа виҫҫĕмĕш сменăна пăрахăҫлассипе сахал мар тăрăшнă. 2016-2021-мĕш ҫулсенче регионсене хушма укҫа учрежденисем валли 200 млрд уйăрса хăварнă. Паянхи куна шкулсенче пурĕ 155 пин ытла ҫĕнĕ вырăн хатĕрленĕ ачасене валли. Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ валли 170 ҫĕнĕ шкул уҫăлнă,  вĕсенчен 58-шне федераци тĕрев панă.  «2019 ҫул вĕҫленнĕ тĕле тата та 200 ытла объект хута каясси планра пур. Вĕсенчен 67-шĕ валли федераци хыснинчен пулăшу куҫĕ. Паллă, вĕсем ҫитес вĕренӳ ҫулĕнче ĕҫе кӳлĕнĕҫ. Объектсенче хĕрӳ ĕҫ пырать, хăвăртлăха чакарса лартма юрамасть», –  тесе чĕнсе каланă Правительство Председателĕ. Шкулсенче кăсăклă программа ачасене вĕрентме пулмаллине те асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Уйрăм регионсенче палăртма кăмăллă, шахмат вăййисем те вăй илсе пыни куҫкĕретех. «Ялти шкулсенче те пысăк технологи вăй илет. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне шкулсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисемпе ĕҫлеме май паракан центрсем 16 пин ытла хута яма плана кĕртсе хăварнă» тенĕ Дмитрий Медведев. Премьер-министр шкул ҫулне ҫитменнисем патне пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă, тĕллевсем пирки те асăннă. «Яслисем пулмалла. Виҫĕ ҫула ҫтитменнисене те ашшĕ-амăшĕсен ача садне вырнаҫтарма ирĕк пур. 2021-мĕш ҫул тĕлне ыйтăва туллин пурнăҫа кĕртмелле», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Укҫа-тенкĕ те сахал мар уйăрнă, кăтарту 157,5 млрд танлашать, 3 ҫула ҫитмен ачасене валли хушма 235  пин вырăн пуласси те паллă.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче вĕренӳ тытăмне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине пурнăҫлама 20192025-мĕш ҫулсем валли сахал мар ĕҫ пурнăҫлама палăртнă: 21 шкула реконструкцилемелле, ҫĕнĕрен объектсем тумалла, 71 вĕренӳ учрежденине тĕпрен юсамалла.    

2019 ҫулта регионта шкулсем ҫĕнĕрен хăпартса лартма 924,1 млн пăхса хăварнă, федераци бюджетĕнчен 600 млн уйăрнă.  Кăҫал шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача сачĕ 16 пулĕ. Шупашкар хулинче вуннă, Каҫал енре, Шупашкар районĕнче, Ҫĕрпӳре, Канаш хулинче пĕрер ача сачĕ пулĕ, Ҫĕнĕ Шупашкарта икĕ объект тума плана кĕртнĕ. Ҫитес ҫул та ҫак ĕҫсем малалла пулĕҫ тата та ача сачĕ 9 хăпартма тĕллев лартнă.     

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика