Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарта М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм халăхсен хушшинчи XXIX-мĕш опера фестивалĕн пĕтĕмлетӳ гала-концерчĕ пулнă
02.12.2019Шупашкарта М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм халăхсен хушшинчи XXIX-мĕш опера фестивалĕн пĕтĕмлетӳ гала-концерчĕ пулнă

В Чебоксарах завершился XXIX Международный оперный фестиваль имени М.Д. Михайлова Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарта Чăваш патшалăх опера балетĕнче иртнĕ М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм халăхсен хушшинчи опера фестивалĕн пĕтĕмлетӳ пайне ҫитсе килнĕ, артистсен пултаруллăхне курса килленнĕ.  

Республикăра иртнĕ паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ытти ҫынсем те чылай пуҫтарăннă. Максим Дормидонтович Михайлова асăнса, Чăваш кĕнеке издательствинче ҫĕнĕ кĕнеке хайланса тухнă. Уявра Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева кĕнеке авторĕсем пĕрремĕш экземпляра чысланă.

«Артист ҫав тери пултаруллă. Ҫĕнĕ кĕнекере ун пирки тĕплĕн ҫырса кăтартнă", - тесе хыпарланă авторсенчен пĕри, профессор Михаил Кондратьев.    

Гнесин ячĕллĕ Раҫҫей музыка академийĕн преподавателĕ, наукăсен кандидачĕ, кĕнеке авторĕн ҫумĕ Евгения Андрейко хăйĕн сăмахĕнче Максим Михайлова тĕнче шайĕнчи паллă артист тесе хакланă, ҫитĕнекен ăрушăн унăн пултаруллăхĕ ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл. «Чăваш Ен Правительствине, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Васильевич Игнатьева ҫав тери пысăк проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн пысăк тав. Чăваш Енĕн паллă ҫыннисем пирки ҫырнă кĕнеке пуххи хамăр регионта кăна мар, ытти субъектсене те кирлĕ пулĕ», - тенĕ.   

Кăҫалхи уява хамăр ҫĕршыври анчах мар, ют ҫĕршывсенчен те чылай паллă артистсем пуҫтарннă.

Палăртмалла, опера фестивалĕн артисчĕсем Чăваш Енри хуласемпе районсенче те пулнă, хăйсен пултаруллăхе парнеленĕ. Халăх Вăрнарта, Муркашра, Патăрьелĕнче, Хĕрлĕ Чутайра, Ҫĕрпӳре   йышлăн пухăннă.  

Аса илтеретпĕр:

Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йышăннă. Вăл раштавăн 1-мĕшĕчченех пынă.

Фестиваль программи пуян пулнă. Вăл çĕнĕ спектакльпе — «Царская невеста» оперăпа — уçăлнă. Ăна РФ Культура министерствин гранчĕпе Йошкар-Ола режиссерĕ Сергей Шепелев лартнă, дирижерĕ — Дми-трий Банаев. Оперăна Н.А.Римский-Корсаков композитор çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш кунхине сцена çине чăваш театрĕн артисчĕсем тухнă, иккĕмĕш кунхине çак спектакльте Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕнчи Венера Протасова, Пысăк театрти Александр Касьянов, Мариинка театрĕнчи Евгений Чернядьев тата Китайран килнĕ Лю Иньлун юрланă.

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче куракансем Михаил Мусоргскин «Борис Годунов» оперипе киленме пултарнă. Унта тĕп арисене РФ тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Кудашевпа Вячеслав Почапский (Мускав) шăрантарнă. Тепĕр виçĕ кунран Раççей халăх артистне Дмитрий Хворостовские асăнса концерт (дирижерĕ — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Нестерова) иртнĕ. Унта Саратовпа Ĕпхӳрен, Италипе Болгарирен тата Австрирен килнĕ артистсем хутшăннă. Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кăнтăр Африкăран килнĕ тенорсен концерчĕ пулнă. Вĕсем сцена çине тĕрлĕ халăх юррисемпе тухнă. Кăнтăр Африка Республикипе Лесотто артисчĕсем вырăсла та, чăвашла та юрланă. Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа вĕçленнĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ театр, Германипе Болгарирен, Китайпа Италирен килнĕ солистсем куракансене савăнтарнă.

Чăваш Ене артистсем кăна мар, Мускавпа Санкт-Петербургри музыка тĕпчевçисемпе критиксем те килнĕ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика