Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
03.08.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕмĕрле хулинче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă

Ҫурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Ҫĕмĕрле хулинче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Палăртнă мероприятине «Проект-техника» корпораци залĕнче йĕркеленсе иртнĕ.

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласенче шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрленине, хутса ăшăтмалли тапхăра объектсене тирпейлесе ҫитернипе ҫитерменнине ҫирĕп тĕрĕсленине хыпарланă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, региона асăннă ыйтусемпе тивĕҫлĕ ĕҫлесе пынине, кăлтăксем пачах та пулманнине асăннă.  Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче хула кунран-кун илемленсе хăтлăланса пынине палăртнă.

«Восход» Культура ҫуртне тĕпрен юсав ĕҫне тăваҫҫĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ культура вучахĕ пултаруллă ачасен тавра курăмне ӳстерсе пыма май парать тенĕ.

Сахал мар хулара тирпей-илем кĕртме укҫа-тенкĕ тăкакланать.   «2024-мĕш ҫулччен, пирĕн нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче пĕтĕмпех йĕрке туса ҫитермелле.  Халăх кăмăллă пулсан, пурсăмăра та аван», тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.

Граждансен мĕнпур ыйтăвĕсене туллин тивĕҫтернĕ.  Бюджет тытăмĕнче ĕҫлекенсен шалу укҫи тĕпрен хăпарсах пырать.

Муниципалитетра ЖКХ йĕркеленсе ҫитме пуҫларĕ. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ хутса ăшăтмалли системăсем хута каяҫҫĕ.  Халăха вĕри шывпа, ăшăпа тивĕҫтереҫҫĕ.  

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче указ кăларнă, унта шăпах та тĕп тĕллевсене палăртса хăварнă. Ҫĕршывăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине 12 енлĕн аталанса пымалли ҫул-йĕрсене палăртнă.  Кăтартусене вара, 2024-мĕш ҫулччен пĕтĕмпех кирлĕ пек шая илсе ҫитермелле. Хальхи вăхăтра наци проектне хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫ пырать.  Ҫак ĕҫе Раҫҫейри субъектсем те хастар хутшăннине палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Ҫĕмĕрле хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Григорьев тĕплĕ доклад туса панă. Патшалăх тата муниципалитет программисене пурнăҫа кĕртме кăҫал ҫур ҫулта 195 млн уйăрнине пĕлтернĕ вăл.

Кăҫал хулан харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ, кăтарту 31,1 процент чухлĕ пысăкланни сисĕнет. Конкурссенче укҫана перекетлеме те май килнине палăртнă, кăтарту 2,8 млн ҫитнĕ тесе хыпарланă.

Кăҫал ҫур ҫулта ҫурт-йĕрсем хăпартассипе хула ытти муниципалитетсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă.  Пурĕ 1811 тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартнă.

Пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра хулара промышленноҫ предприятийĕсем пурĕ 3,9 млрд тавар тирпейлесе кăларнă. Кăтарту япăх мар, 2017-мĕш ҫулхинчен пысăк 72,2 процент.  

Хуласене хăтлăлатассипе йышăннă патшалăх программине Ҫĕмĕрле хули кĕрсе юлнă.  Приоритетлă проектпа килĕшӳллĕн, муниципалитет инфратытăма ҫĕнетнĕ, социаллă объектсене тĕпрен юсанă. 2018 ҫулта хула федераци тата республика хыснинчен 12,9 млн тивĕҫет.  Кану паркĕ муниципалитетра илемленет, таврара тирпейлĕх хуҫаланать.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче ҫулсене сарнă, вĕсене валли 4,7 млн тăкакланă. Пĕтĕмпе 11 объектра ĕҫ пурнăҫлама плана кĕртнĕ, хальлĕхе 5-шĕнче тирпейлесе ҫитернĕ. Хулари тĕп урамсене пĕтĕмпех юсаса ҫитернĕ. Контракт 10,7 млн алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Графикпа килĕшӳллĕн строительство ĕҫĕсене ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме плана кĕртнĕ.   

ЖКХ сферинче татса паман ыйтусем тăрса юлнă-ха.  Газшăн парăм чылай пухăннă, кăтарту   8 млн ҫитнĕ. Пĕтĕмпе вара муниципалитетăн мĕнпур пулăшусемшĕн парăм 185 млн пуҫтарăннă.  Хальхи вăхăтра хулара 6 котельнăй тума палăртнă. Вĕсенчен виҫҫĕшĕ кăҫал ĕҫлесе каяҫҫĕ. Палăртнă ĕҫсене пурнăҫлама 278,6 млн пăхса хăварнă.  

Тепĕр пысăк ыйту – Сура юхан шывĕ юшкăн пухса тăни. Тарăн мар  пулнине кура, таса мар часах пуҫтарăнать. Хĕлле те ҫулла та русла 2 метртан пысăк мар. Енчен те ăна тарăнлатас пулсан вара, сахал мар тăкакланмалла, 40 млн та сахал пулĕ.

Залри халăх, депутатсем актуаллă ыйтусене чылай хускатнă. Вырăнти ҫынсем масар картине сарма ыйтаҫҫĕ, ҫӳп-ҫапа вăхăтра тиесе тухманни пăшăрхантарать граждансене тата ыттисем те.   Тирпейлĕхе ытларах чухне пысăк хăнасем килессе пĕлсен кăна хатĕрление пăшăрханса каланă.  Экологи субботникĕсене час-часах ирттерме сĕнӳ тăратнă.

Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Григорьев хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «Эпир регион Пуҫлăхне кĕтсе тавралăха тирпейленинче эпĕ нимĕн те япăххине курмастăп. Республика ертӳлĕхне пирĕн яланах хисеплемелле, ăна кĕтсе тирпейлесси вара вăл йăлара пулмалла.  Халăхсен те ҫак ĕҫе кӳлĕнсен аван пулнă пулĕччĕ. Тепре чухне пулса тухать ҫапларах, хăйсем пурăнакан вырăнта та ҫынсем ҫӳп-ҫапа тирпейлесе тăраймаҫҫĕ. Кун пек пачах та пулмалла мар», – тенĕ вăл.

Ҫамрăксем пирки сăмах пуҫарнă май, вырăнти ертӳҫĕ хулара пурăнаканнисенчен 71,4 проценчĕ хушма пĕлӳ илсе хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерсе пынине асăннă.  Пурĕ 1500 ытла ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме спорта кулленех ҫӳрет.

Масар лаптăкне сарасси ыйтупа вырăнти ертӳлĕх Чăваш Республикин Ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министерствипе тачă ҫыхăнса ĕҫлет, ҫитес ҫуркуннеччен татса пама плана кĕртнĕ.

Хула ҫĕрĕсемпе предприятисем аренда шучĕпе усă кураҫҫĕ, анчах та укҫана вăхăтра куҫарса паманни сисĕнет. Ҫур ҫулта кăҫал  9,5 млн  пухăннă.   Ытларах парăмсем ҫаксен: «МонСтрит», «Строительная компания Стрим» ТМЯОсен.

Палăртнă сферăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йĕрке туса ҫитерме хушнă вырăнти ертӳлĕхе.

Раҫҫей Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн Ҫĕмĕрле хулинчи пуҫлăхĕ Сергей Николаев пенси ҫĕнĕлĕхĕсем пирки асăнса хăварнă, халăха ырă улшăнусем кĕтессе палăртнă. Саккунсем пĕтĕм халăх ырлăхĕшĕн ĕҫленине каланă.

Хулан пурнăҫне тата та лайăхлатассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Леонид Лукин тата Сергей Мельников тухса калаҫнă.  Кунсăр пуҫне «ШЗСА»  АУО директорĕ Валерий Васин тата хула пуҫлăхĕ Сергей Яргунин сĕнӳсем тăратнă.

Муниципалитетăн аслă врачĕ Сергей Демьянов ФАПсенче специалистсем ҫителĕксĕр пулнине хыпарланă.  Паянхи кун тĕлне вăтамран 18 ваканси пур тенĕ вăл.

Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – ҫула ҫитмен яш-кĕрĕм пирус туртни. Вĕсене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле тесе чĕнсе каланă тухтăр. Доклада вĕҫленĕ май, тĕп врач республика Правительствине сывлăх сыхлавне аталанса пыма укҫа-тенкĕ уйăрса панăшăн тав тунă, пысăк технологиллĕ хатĕсене туянма витĕм кӳнине те ырланă. Сиплев учрежденийĕсене тĕпрен пĕтĕмпех ҫĕнетнĕ тесе хыпарланă вăл.    2018 ҫулта 14 млн уйăрнă, вĕсемпе объектсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме плана кĕртнĕ.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те уҫҫăн калаҫнăшăн мухтанă, тăван ҫĕре, хулана хисепленĕшĕн, уншăн тăрăшнăшăн, яваплăха туйнăшăн тав тунă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика