Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинчи ял хуҫалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ
01.07.2019Чăваш Республикинчи ял хуҫалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ

Чăваш Республикинчи ял хуҫалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Шăпах та паян, палăртнă ыйтăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Татьяна Рябинина хăйĕн докладĕнче, кăҫал пĕлтĕрхипе танлаштарсан, хуҫалăхсенче выльăх апатне хатĕрлессипе курăмлă ĕҫленине, кăтарту та самай пысăк тесе хыпарланă.

Нумай ҫул ӳсекен курăка ҫулса типĕтес ĕҫе кăҫал ҫу уйăхĕн 17-мĕшĕнче регионта пуҫланă.  Ҫак эрнере вара ĕҫ-пуҫа вĕҫне-хĕрне ҫитерме палăртнă ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансем.   Ҫанталăк лăпкă тăрсан, ҫитес вăхăтрах курăксене иккĕмĕш тапхăрпа та ҫулма тухасси паллă.  

Районсем пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕтĕмпе палăртнă лаптăкран 66,5 процентне тивĕҫтернĕ. Елчĕксем, Йĕпреҫсем яланхиллех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Пĕр ҫул ӳсекен курăксене 330 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫулса, тирпейлесе, типĕтсе пуҫтарнă.   

Республикăри 19 районта сенаж хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Елчĕксем, Шупашкарсем, Вăрнарсем паха тĕслĕх кăтартса пыраҫҫĕ ыттисене.   

Утă пуҫтарассипе регионта мĕнпур хуҫалăхсенче тăрăшаҫҫĕ. Ҫĕр ĕҫченĕсем пурĕ 51 тонна апата типĕтсе пуҫтарнă. Ку енĕпе вара Канашсем, Пăрачкавсем, Вăрмарсем ырă тĕслĕхре.

Силоса хатĕрлессипе Элĕксем, Йĕпреҫсем, Канашсем, Куславккасем, Сĕнтĕрвăррисем, Етĕрнесем малта пыраҫҫĕ, вĕсен кăтартăвĕсем лайăх.  

«Уй-хиртен выльăх апатне пухса кĕртме техника ҫителĕклĕ», - тесе пĕлтернĕ Татьяна Рябинина. Сăмах май, 2019 ҫулта Чăваш Енри АПК пайне патшалăх енчен 2,7 млрд тĕрев пама пăхса хăварнă. Ҫулталăк пуҫланнăранпа хуҫалăхсене 907 млн куҫарса пама та ĕлкĕрнĕ. Утă уйăхĕнче ҫĕр ĕҫченĕсене тата 110,2 млн куҫарса парасси планра пур.

Иртнĕ кану кунĕсенче регионти мĕнпур хуласемпе районсенче ҫумăр кашларĕ. Апла пулсан, лару-тăру лайăхланчĕ, тăпрана нӳрĕк ҫителĕклĕ кĕнĕ.  Тен малашне типĕ ҫанталăк ҫĕр ĕҫченĕсене пăтăрмах кăларса тăратмасса шанса каланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев выльăх-чĕрлĕх апатне ҫителĕклĕ таран хатĕрлеме чĕнсе каланă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика