Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкар районĕнче Янăш ялĕнче çуллахи тапхăрпа иртекен спорт вăййисен XVIII-мĕш уявне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
06.06.2016Шупашкар районĕнче Янăш ялĕнче çуллахи тапхăрпа иртекен спорт вăййисен XVIII-мĕш уявне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче Янăш ялĕнче çуллахи тапхăрпа иртекен спорт вăййисен XVIII-мĕш уявне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн  секретарьĕ Николай Малов, «Чувашхлебопродукт» АО генеральнăй директорĕ, «Урожай» физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн председателĕ Владимир Яковлев, район ертӳлĕхĕ килсе çитнĕ.

 Ăмăртусем ир ирех пуçланнă, чи малтан старта утă çулакансем, механизаторсем, ĕне сăвакансем  тухнă. Кăçал çак палăртнă çуллахи спорт вăййисене республикăри районсемпе хуласенчен пурĕ 800 спортсмен килнĕ. Палăртса хăвармалла, вĕсенчен нумайăшĕ ăмăртусенче пĕрремĕш хут. Уяв ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансене анчах мар, спорта кăмăл тăвакан пур çынна та пĕрлештерет. Мероприятийĕн торжествăлла пайĕ «Малалла, Раççей» композиципе уçăлнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорта килнĕ мĕнпур çынна саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă, куракансене пĕрне пĕри савăк кăмăл парнелеме сĕннĕ. Михаил Игнатьев çак çуллахи спорт ăмăртăвĕсем кашни çул тĕрлĕ районсемпе хуласенче иртнине каланă. Ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăнне йĕркеленине пĕлтернĕ, утă уйăхĕнче вĕсем Саратов облаçне Чăваш Республикин чысне хӳтĕлеме кайнине асăннă. Раççей командисем хушшинче пирĕн регион ушкăнĕ чи вăйлă та çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илмелле пултăрччĕ тесе халалланă.  Уява пухăннисене çак кун Михаил Игнатьев республикăри спорт ĕçĕсем пирки кĕскен каласа кăтартнă, регионта спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ.  «Ачасем мĕн пĕчĕкрен спорта юратса çитĕнччĕр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех вĕсене валли хатĕрлесе тăратнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ĕçе юратни, спорта кăмăл туни, Çĕршыва,   аслисене хисеплеме пĕлни – çаксем пĕтĕмпех çынра ырă кăмăл-туйăма çирĕплетме пулăшнине те асăннă вăл.  Раççейри спорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, республикăра спортăн тĕрлĕ енĕсем курăмлăн аталаннине палăртнă. Сăмаха май, Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче çăмăл атлетикăпа Раççей Чемпионачĕ иртессине каланă. Ун чухне пирĕн региона чи вăйлă чапа тухнă спортсменсем килсе çитĕç.  «Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ  спорт ăмăртăвне ирттерме пире шанни, хăйех пысăк хисеп.  Шанатпăр, пирĕн спортсменсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерӳçĕсем пуласса», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Ертӳçи. Çуллахи спорт вăййисен символĕн авторне Дмитрий Чернова асăнмалăх парне парса хавхалантарнă.

 «Спорта аталантарассипе ытти регионсем хушшинче эпир малта пыракан республика. Пире Чăваш Ен Пуçлăхĕ спорта хăй хутшăнса тĕслĕх кăтартса парать. Пирĕн çитĕнӳсене чакарма юрамасть», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри  политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов.    Сывлăха çирĕплетме пулăшакан тĕп ĕç – кулленех спортпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине кăмăлланине каланă вăл.   Муниципалитетри активлă ĕçченсене, спорта витĕм кӳнисене  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн тав çырăвĕсене парса чысланă.  Çак кун хăнасем Янăшри  çĕнĕ шкула, спорт уявне курса савăннă.   Палăртнă шкула çывăхри 9 ялтан вĕренме ачасем çӳреççĕ. «Республикăра шкулсене хута ярас ĕçе малашне те пурнăçлăпăр, хăш-пĕр учрежденисене çĕнетĕпĕр, ялсенчи спорт площадкисене те тирпейлесе пырăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çуллахи спорт ăмăртăвĕсенче спортсменсем спортăн 16 енĕпе хăйсен вăйне виçнĕ.  Утă çулассипе Вăрнар районне çитекенни пулман, муниципалитет чысне Галина Павловăпа Александр Политов хӳтĕленĕ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика