Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Атăлҫи федераци округĕнче хула хутлăхĕн пахалăх шайне Чăваш Республикипе Шупашкар хулине сыхласа хӑварма чĕнсе каланă
06.04.2020Олег Николаев Атăлҫи федераци округĕнче хула хутлăхĕн пахалăх шайне Чăваш Республикипе Шупашкар хулине сыхласа хӑварма чĕнсе каланă

Олег Николаев поставил задачу сохранить лидерство г. Чебоксары и Чувашской Республики в ПФО по качеству городской среды Кун пирки "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроекта пурнӑҫланӑ чухне тухса тăракан ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Ен  Строительство министерствипе Шупашкар хулин ертӳлӗхĕпе пĕрле тишкернĕ.

Палӑртса хӑварар: ака уйăхĕн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви 2019 ҫулта хула хутлӑхӗн  пахалăхĕ пирки  палăртакан Индекса пичетлесе кӑларнӑ. Раҫҫейри хуласене хаклас ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пӗлтӗрхи пекех, Чӑваш Енӗн пиллӗк хули лайӑх хула хутлӑхӗпе палӑрса тӑрать. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Етӗрне унчченхинчен ытларах балл пухса хӑйсен позицийӗсене лайӑхлатнӑ. Шупашкар округра - 1-мĕш вырăн йышăннă.

Республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чăваш Ен тĕп хули 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе Федерацин Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тата Чӑваш Ен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Александр Героева лайӑх кӑтартусемпе палăрнăшăн саламланă. Ӳлĕмрен те малти вырăна йышăнас тесессĕн комплекслă ĕҫлесе пыни вырăнлă тенĕ Олег Николаев.

"Ҫĕнĕлĕхсене мӗн чухлӗ хӑвӑртрах пурнăҫа кĕртетпĕр, лайăх кăтартусем куҫкĕретех пулса пырĕҫ", - тенĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика