Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  162 хуçалăх кĕрхисене вырса пĕтернĕ
07.08.2018162 хуçалăх кĕрхисене вырса пĕтернĕ

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе, паянхи кун тĕлне 61 пин гектар çинче 159,1 пин тонна тырă тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç — 26,1 центнер. Республикăри хуçалăхсем пĕр кунта вăтамран 8479 гектар тырă выраççĕ. Паянхи кун уй-хирте 475 комбайн ĕçлет. Вăтамран пĕр уй-хир карапне 17,8 гектар лаптăк тивет. Çакна палăртмалла: республикăри 162 хуçалăх кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ.

Куславкка тата Вăрмар районĕсенчи хуçалăхсенче ир пулакан çĕр улмие кăлараççĕ. Хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» 271 тонна пуçтарнă, вăтам тухăç — 208,5 центнер. Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче 29 гектар çинче 1096 тонна ытти пахча çимĕç пухса кĕнĕ. Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче 427 гектар севок кăларнă. Улатăр районĕнче рапс вырма тытăннă, вăтам тухăç — 20,3 центнер.

Канмалли кунсенчи çумăр тыр-пул тата тăпра нÿрĕклĕхне пысăк витĕм кÿмен, вырма ĕçĕсене чăрмав кÿмелле мар.

Çĕр ĕçченĕсем тыр-пул вырнипе пĕрлех çĕртме сухи ирттереççĕ, хальлĕхе кĕрхисене акма 72,3 пин гектар лаптăк хатĕрленĕ. Хальлĕхе куславккасемпе çĕрпÿсем 250 га кĕрхи ыраш, улатăрсемпе пăрачкавсем 1105 гектар кĕрхи рапс акса хăварнă.

Вера ШУМИЛОВА.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика