Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Михаил Бабич Чăваш Енре пурăнакансене патшалăх наградисене парса чыслĕ
04.12.2017Михаил Бабич Чăваш Енре пурăнакансене патшалăх наградисене парса чыслĕ

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ҫĕршыв Пуҫлăхĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Атăлҫи тăрăхĕнче пурăнакансене, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса чыслать.  

Торжествăлла пулăма Чулхула ярмăрккинчи Президент залĕнче йĕркелесе ирттерме палăртнă.

 Пурĕ 17 ҫынна орденсемпе тата медальсемпе тивĕҫтерĕҫ. Вĕсем хушшинче хисепе тивĕҫнисем Чăваш Енрен те пур.

Шупашкарта пурăнакан нумай ачаллă ҫемье Николай тата Дарья Пороскунсем. Вĕсен туслă ҫемйинче пурĕ 7 ача ӳсет. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен Кирилл Блинов, вăл Хусанушкăнри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренет.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика