Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Центрсоюз канашĕн председателĕпе Дмитрий Зубовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
22.11.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Центрсоюз канашĕн председателĕпе Дмитрий Зубовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с председателем Совета Центросоюза Российской Федерации Дмитрием ЗубовымЧӳк  уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Раҫҫей Федерацийĕн Центрсоюз канашĕн председателĕпе Дмитрий Зубовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, республикăри Потребительсен обществисен пĕрлешĕвĕн канашӗн председателĕ,Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Раҫҫей  Федерацийĕн Центрсоюз канашĕн председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Грицай, Раҫҫей  Федерацийĕн Центрсоюз канашĕн председателĕн ҫумĕ Александр Абрамов тата Раҫҫейри коопераци университечĕн ректорĕ Александр Суглобов хутшăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн  ертӳлĕхĕ ĕҫлĕ визитпа пирĕн республикăра икĕ кун хушши пулать. РФ регионĕсенчен пухăнакан хăнасем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма пултараҫҫĕ, Чăваш Енри потребительсен обществин ĕҫне хаклаҫҫĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Центрсоюз ертӳлĕхне пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмах май, регионта потребительсен ĕҫне пысăк тимлĕх уйăрнине, ăна аталантарса пыма сахал мар ĕҫ йĕркеленине пĕлтернĕ. Халăх таварсене хапăл тусах туяннине, вĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулнине палăртнă вăл калаҫăва тăсса.

Дмитрий Зубов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ҫак мероприятине йĕркелени ăнсăртран мар тенĕ. «Пирĕн тытăмра ĕҫлекенсенчен малта пыраканни Чăваш Енри ĕҫчешсем шутланаҫҫĕ.  Паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Ҫавăнпа та ыранхи форум ĕҫне тĕрлĕ регионсенчи ертӳҫĕсене йыхравланă. Вĕсем сирĕн ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренччĕр», – тесе хăй шухăшне палăртнă вăл.

Калаҫу вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесси пирки те сахал мар канашланă пуҫлăхсем.

Дмитрий Зубов Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫĕнĕ проектсемпе паллаштарнă.  «Паянхи пурнăҫ таппинче пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн киввине кăна упраса пымалла мар, ҫĕнни патне те ăнтăлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла, ҫак ĕҫе ҫамрăксене явăҫтармалла», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă хăна Дмитрий Зубов.  

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика