Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
12.02.2018Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Чебоксарского районаНарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Алевтина Исаевăпа тата район администрацийĕн пуҫлăхĕн ĕҫне  вăхăтлăх ертсе пыракан Владимир Димитриевпа тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕн аталану ҫул-йĕрĕсем пирки сӳтсе явнă.  Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхĕн тĕп тĕллевĕ – халăхăн пурăнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси пулнине ҫирĕппĕн каланă.

Владимир Димитриев хăйĕн сăмахĕнче районта пысăк программăсем пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă.  Района инвестици явăҫтарассипе те ĕҫсем курăмлă пулаҫҫĕ тенĕ.  Ҫынсем валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлессипе те кулленех тимлетпĕр тенĕ вăл сăмаха тăсса. Паянхи куна районта пĕтĕмпе инвестициллĕ 50 проект пурнăҫа кĕрсе пырать.  Кăҫал 26 проект ĕҫне вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă тенĕ вăл. Енчен те ҫак ĕҫсем пурнăҫлансан, кăҫал халăх валли ҫĕнĕ 304 ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеет тесе пĕлтернĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетра вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне вăй илтермеллине каланă.  Шупашкар районĕнче пĕлтĕр сахал мар организацисем хута кайнă, кăтарту 2 процент ӳснĕ.  Патшалăх пулăшăвĕпе 12 предприяти усă курнă, вĕсем пĕтĕмпе 16,6 млн тенкĕлĕх пулăшу тивĕҫнĕ.  

Паян ертӳҫĕсем ял хуҫалăх ыйтăвĕсем тавра та сăмах пуҫарнă, патшалăх уйăракан пулăшусем пирки чарăнса тăнă.  Ҫурт-йĕр, тавралăхри тирпейлĕх ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех. «Чувашский бройлер» АУО лару-тăрăвне сӳтсе явнă, ĕҫсĕр тăрса юлнă ҫынсен шăпи пирки калаҫнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика