Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕпе Владимир Мединскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
08.02.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕпе Владимир Мединскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Михаила Игнатьева и Владимира МединскогоНарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕпе Владимир Мединскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ федераци Министрне регионта культура тытăмĕ епле аталанса пыни ҫинчен каласа панă. Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче 2019 ҫулта республикăра культура пайне аталантарма 2,6 млрд уйăрнине хыпарланă, кăтарту лайăх, пĕлтĕрхинчен 4,4 процент пысăкрах тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указа пурнăҫа кĕртес тĕллевпе культура пайĕнче ĕҫлекенсен шалу укҫи 2012-мĕш ҫултан пуҫласа 2,6 хут хăпарнине каланă Ертӳҫĕ, кăтарту вара 2018 ҫулта 24 326 тенкĕне ҫинине асăннă.

«2016–2018-мĕш ҫулсенче пурĕ ялсенче ҫĕнĕ 12 клуб уҫнă. 15 кинозал ĕҫлеме тытăннă. Пĕтĕмпе республикăри 143 культура учрежденийĕсене тĕпрен юсаса модернизациленĕ. Федераци центрĕн хаклавĕ тăрăх, Чăваш Енри культура сфери ыттисемпе танлаштарсан хисеплĕ 11-мĕш вырăнта тăрать. Халăх кăмăллă, учрежденисене хаваспах ҫӳрет», – тесе каласа панă Михаил Игнатьев.

Кăҫал «Вырăнти Культура ҫурчĕ» ятлă федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн объектсене тĕпрен юсама тата модернизацилеме 828,6 пăхса хăварнă.

2019 ҫулта ҫĕнĕ 6 клуб ӳҫма плана кĕртнĕ. 3 кинозал хута яма, 52 учрежденине модернизацилеме тĕллев лартнă.

Республика Ертӳҫи Владимир Мединскийне «Этническая Чувашия» проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика