Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн ҫăмăл атлетикăпа эстафета чупăвĕ иртнĕ
10.09.2018«Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн ҫăмăл атлетикăпа эстафета чупăвĕ иртнĕ

Глава Чувашии приветствовал участников 80-й Республиканской легкоатлетической эстафеты газеты «Советская Чувашия»Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Андриян Николаев космонавт летчика халалланă, «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн ҫăмăл атлетикăпа эстафета чупăвĕ иртнĕ. Ăмăртусем Шупашкарти «Олимпийский» стадионра пулнă.

Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев чупăва хутшăнакансене тата курма пынисене пĕтĕм кăмăлтан саламланă, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Андриян Николаев космонавт летчика халалланă спорт уявĕ республикăра пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăнине палăртнă. Андриян Николаев пурăннă пулсан, кăҫал вăл 89 ҫул тултарнă пулĕччĕ.

«Чăваш Ен халăхĕн легендарлă ывăлĕ хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăҫланă, Тăван ҫĕршыв пирки тĕнчипе ян янăратăр тесе тăрăшнă», –  палăртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Эстафета массăллă чупу шутланать. Ăна пĕлменни ҫук тесен те йăнăш мар.  Ҫулсерен ăмăртăва хутшăнас текенсен шучĕ ӳссех пырать. «Ăмăртăва хутшăнни пĕрлĕхе ҫирĕплетет», – тенĕ Михаил Игнатьев.   

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, ҫулсерен халăх сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине, профессионалсен шучĕ те кулленех ӳссе пынине палăртнă.  Чăваш Енре 478 пин ҫын сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас тесе спорта кӳлĕннĕ. Кăтарту пысăк, мĕнпур халăхран 42 процент шутланать.  Регионта ҫынсене спорта ҫӳреме кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе тăратнă. Стадионсем, спорт комплексĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ. Пурлăхпа техника бази те пуянланса ҫирĕпленсе пырать.   

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин тата та ытларах халăха спорта явăҫтармаллине, ҫулсерен спорта ҫӳрекенсен йышне ӳстермеллине чĕнсе калать. «2021-мĕш ҫул тĕлне кăтартăва 55 процента илсе ҫитермелле. Шанатăп, пирĕн ума лартнă тĕллевсене эпир пурнăҫласса. Ҫĕршывра спортпа туслă чи вăйлă регион пулассине те ĕненетĕп», – палăртнă Михаил Игнатьев.   

Регион Ертӳҫи эстафета йĕркелӳҫисене «Советская Чувашия» хаҫатăн ĕҫченĕсене республикăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн ҫутатса панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Регионти массăллă информаци хатӗрӗсем унчченхи пекех пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тивӗҫе пурнăҫланине, вӗсем ҫынсене информаципе кӑна тивӗҫтермеҫҫӗ, пурнӑҫра кирлӗ пӗлӳ те параҫҫӗ, обществӑри ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ, влаҫпа халӑх хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ тесе палăртнă. Пӗтӗм чунтан ӑнӑҫу, спортра ҫитӗнӳсем тата иксӗлми хавхалану сунатăп тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Эстафетăна хутшăнакансене ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, олимп чемпионки Елена Николаева, «Советская Чувашия» хаҫатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев саламланă, спортсменсене ăнăҫусем суннă.  Пухăннă ентешсене саламлама ҫак кун СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, олимп чемпионки Валентина Егорова, Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ Татьяна Архипова, СССР спорт мастерĕ, РСФСР тата СССР тава тивĕҫлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов килсе ҫитнĕ.  

Ăмăртусем ВИП-чупуран пуҫланнă. Унта патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем тата ыттисем те хутшăннă.  Хыҫҫăн командăсем старта тухнă. Мероприятине спортпа туслă ҫемьесем, ветерансем, сусăрсем те хастар хутшăннă. Яланхиллех мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика