Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевăн социаллӑ пурнăҫпа ҫыхăннă пуҫарăвĕсене республика Правительстви ырланӑ
25.03.2020Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевăн социаллӑ пурнăҫпа ҫыхăннă пуҫарăвĕсене республика Правительстви ырланӑ

Социальные инициативы врио Главы Чувашии Олега Николаева одобрены Правительством республики

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хушнипе пурнăҫа кĕрекен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă.

    Ларӑва хутшӑнакансем регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевăн маларах йышӑннӑ указне тĕпе хурса туса хатӗрленӗ «Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири  гражданӗсене, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсене, Ҫĕнтерĕве 75 ҫул ҫитнӗ май пӗр хутчен паракан тӳлев ҫинчен» саккун проектне ырланă.

    Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранĕсене паллă уяв тĕлне республика бюджетĕнчен 25 пин тенкĕ хушма укҫа куҫарса парĕҫ. Кунсăр пуҫне вĕсене, РФ Президенчĕ Владимир Путин указне тĕпе хурса, 2020 ҫулхи ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне 75 пин тенкĕ парса чыс тăвĕҫ. Раҫҫей Федерацийӗпе Чăваш Республикин бюджечĕсенчен куҫакан пĕтĕмĕшле укҫа виҫи 100 пин тенкĕпе танлашĕ. Асӑннӑ  пулӑшӑва Чăваш Енре пурăнакан вăрҫă ветеранĕсем тивĕҫĕҫ.    Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алена Елизарова республика бюджетĕнчен куҫакан укҫана ветерансене 2020 ҫулхи ҫу уйăхĕн 8-мĕшĕччен тивĕҫтерме тĕллев лартнă тесе хыпарланă.

   «Ҫак ĕҫе пурнăҫа кĕртме вăхăт ҫителĕклĕ. Енчен те Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем саккун проектне ырласан  вӑл ҫийĕнчех вăя кĕрĕ. Тӳрех ĕҫе пуҫлăпăр, ыйтăва вăраха тăсса ямăпăр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем паян ларура тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисĕр тăрса юлнă ачасене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен калакан саккуна кӗртекен улшӑнусене те пӑхса тухнӑ, ырласа хăварнă.

   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылра ӗҫленӗ ҫынсене, Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗсене тата ытти категорири ҫынсене кашни уйӑхра тивĕҫекен  укҫа-тенкӗ тӳлевӗсене 2017 ҫултан пуҫласа индексацилессине пӗлтернӗ.

   Паян республика Правительстви пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тунă, вӗсемпе килӗшӳллӗн асӑннӑ тӳлевсен виҫи 1,09 хут ӳсĕ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн социаллӑ пулӑшу памалли укҫа-тенкĕне Чӑваш Республикин республика бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика