Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри МИХ редакторĕсемпе актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă
12.09.2019 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри МИХ редакторĕсемпе актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев обсудил актуальные вопросы с редакторами СМИ республикиАвăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия», «Хыпар», «Про Город Чебоксары» тата Чăваш Ен Наци телекуравĕн редакторĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва ҫавăн пекех Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-секретарĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Сидоров хутшăннă.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă.  Калаҫăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫланă, вăл регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫитĕнĕвĕсем пирки МИХсенче тăрăшакансене хыпарланă.   Пĕр пухăннă пек чухне вĕсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пымаллине те палăртнă. Халăха кăсăклантаракан ыйтусене ҫийĕнчех татса парассишĕн ĕҫлемеллине асăннă.

Уҫă калаҫăва пухăннисем наци проекчĕсем пирки тарăн канашланă. Региона 2024-мĕш ҫулччен пысăк хăвăртлăхпа аталантарса пымалли ĕҫсем ҫинчен те сăмахланă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев парасси, промышленноҫ тытăмне хăватлантарасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.  Сывлăх сыхлавĕн пайне модернизацилесси, медицина пулăшăвĕсен шайне хăпартса пырасси ыйтусем актуаллă пулнă. Пурнăҫăн мĕнпур ыйтăвĕсене туллин тишкерме тăрăшнă тĕлпулăва пухăннă ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика