Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енпе Узбекистан хушшинчи тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ кăҫал кăрлач-ҫĕртме уйăхĕсенче 65 процент чухлĕ ӳснĕ
09.09.2019Чăваш Енпе Узбекистан хушшинчи тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ кăҫал кăрлач-ҫĕртме уйăхĕсенче 65 процент чухлĕ ӳснĕ

За январь-июнь 2019 года внешнеторговый оборот между Чувашской Республикой и Узбекистаном увеличился на 65% Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Хусанти Узбекистан Республикин Генеральнăй консулĕпе Фариддин Насриевпа ĕҫлĕ   тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки анлăн сӳтсе явнă.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Узбекистан хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну пулнине асăннă. Социаллă сферăри, культура пайĕнчи килĕшӳсем пирки чарăнса тăнă. Республикăра Туслăх ҫуртĕнче ĕҫлекенсем нацисем хушшинче килĕшӳ хуҫалантăр тесе сахал мар вăй хунине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Шăпах та, вăл ҫуртра тĕрлĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе чылай тăрăшнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Республикăра пурăнакан мĕнпур халăх килĕшсе пĕр-пĕринпе туслă ĕҫлесе пурăнни те куҫкĕретех.

«Узбекистанпа экономика енĕпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле. Тулашри таварсен ҫаврăнăшне ӳстерсе пырасси ыйту ҫине те тимлĕх уйăрмалла. Икĕ ҫĕршывăн пĕр-пĕринпе килĕшсе проектсене пурнăҫа кĕртмелле, социаллă сферăпа экономикăна хăватлантарассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

2018 ҫулта Чăваш Республикипе Узбекистан хушшинчи таварсен ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ 7,7 млн доллар СШАпа танлашнă. Кăҫал кăрлач-ҫĕртме уйăхĕсенче таварсен ҫаврăнăшĕ тата та ӳснĕ, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 65 процент хăпарнă.

«Узбекистан тата Раҫҫей пĕр-пĕрин хушшинчи таварсен ҫаврăнăшне 10 миллиард доллара ҫитерме тĕллев лартать.  Ку ĕҫре Чăваш Республикин витĕмлĕхĕ те пулма май пур.  Сирĕн резерв пысăк, тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем те анлă сарăлсах пыраҫҫĕ», - тенĕ Фариддин Насриев.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче пуласлăхри тĕллевсене те тĕплĕн сӳтсе явнă, промышленноҫ пайĕнчи ҫитĕнӳсем пирки тарăн сăмахланă. Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев пирĕн тăрăхра ĕҫлекен «Хевел» ҫӳлерех асăннă ҫĕршывшăн кăсăклă пуласса шанса каланă.

Пысăк пуласлăхлă пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме хатĕррине хыпарланă Михаил Игнатьев, регионсем хушшинчи килĕшĕве те ҫирĕплетме пултарасса шантарса каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.      

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика