Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ
16.05.2018Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Паян, ҫу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш  Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн темисем: Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 204-мĕш №-лĕ Указĕ, ачасен ҫуллахи канăвĕнче сывлăха ҫирĕплетес, ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем, 2018-мĕш ҫулта муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи граждансен коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем  тата ытти ыйтусем те кун йĕркинче пулнă.

Паянхи тĕлпулусенче ҫуркунне тата ҫуллахи тапхăрта халăха пушартан сыхлас ыйтăва та хускатнă.

Пĕрлехи информаци ушкăнĕсен членĕсем республикăри районсемпе хуласенче пулнă, аякра вырнаҫнă ялсенчи граждансемпе те курнăҫнă, палăртнă хыпарсене илсе ҫитернĕ. Предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсемпе калаҫнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.

Пурĕ Пĕрлехи информаци членĕсем 290 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 8 пин ҫын хутшăннă. Халăха ҫулсем ҫинчи асăрхаттару паллисем ҫукки пăшăрхантарнă, юсавсем ирттернĕ чухне те ҫак хыпарсем пулманнине каланă.

Кунсăр пуҫне Пĕрлехи информаци ушкăнĕсем хăйсене палăртнă ял тăрăхĕсенче тĕлпулусем йĕркеленĕ хыҫҫăн, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, пурĕ 110 ҫын хăйсен ыйтăвĕсем пирки пуҫлăхсене хыпарланă.  

Ертӳҫĕсем мĕнпур ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.    

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика