Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
24.04.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Обществăлла палатăн кандидачĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Обществăлла палатăн пулас кандидачĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр, 2018-мĕш ҫулта маларахри ушкăнăн палăртнă полномочийĕ ҫĕртме уйăхĕнче вĕҫленет.  Чăваш Республикин Обществăлла палатăн саккунĕпе килĕшӳллĕн, палăртнă орган йышĕнче 33 граждан пулмалла. Вĕсене обществăлла пĕрлешӳсем суйласа тăратаҫҫĕ. Каласа хăвармалла, пайташсенчен 11-шне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕплетет тата 11-шне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, юлашкисене вара палата членĕсем йышăнса хăварĕҫ.

Уҫă калаҫăва пухăннисене саламланă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Обществăлла палатăра ĕҫлесси хисеп кăна мар, яваплăх та тесе асăннă. «Ҫак организаци халăхра пысăк чыса ҫĕнсе илнĕ. Граждансем вĕсен ĕҫне пысăка хурса хаклани куҫкĕретех.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те вĕсем татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ. Обществăра тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе, вĕсенчен кашни пысăк тӳпе хывать», – уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, суйлав вăхăтĕнчи тапхăр пирки те чарăнса тăнă вăл. Ҫак организаци пайташĕсем тĕрĕслев проекчĕ йышăннă, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн самай тăрăшнă. «Хĕрӳ лини» ĕҫне 400 ытла ҫăхав ҫынсем пĕлтернĕ. Вĕсене пĕтĕмпех тĕрĕслев витĕр кăларса, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма витĕм кӳнĕ. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Президентне суйланă. Ун чухне сасăлав участокĕсенче сăнавҫăсем йышлăн пулнă, вăл шутран Обществăлла палатăн членĕсем те хастар ҫак ĕҫе хутшăннă.   

Шупашкарти электромеханика колледжĕн регионсен хушшинчи центрĕн директорĕ, республикăри Обществăлла палатăн ертӳҫи  Алексей Судленков малтанхи йышăн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки каласа панă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхне организацине ĕҫлесе пыма кирлĕ пек условисем йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав тунă, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре те сахал мар тĕрев панине асăннă вăл сăмаха май. «Регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе эпир тухăҫлă килĕшсе ĕҫлесе пыратпăр.  Муниципалитетсенче тăрăшакансемпе те тахҫанах ĕҫлĕ ҫыхăнусем тĕвĕленнĕ.  Халăх обществăлла ĕҫсене пĕтĕм чун-чĕререн хутшăнать, ҫынсемшĕн усăллă ĕҫсем йĕркелессишĕн ҫине тăрсах вăй хурать. Ырлăхшăн таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлет», – уйрăммăн палăртса каланă Алексей Судленков.

Паяхни кунччен организаци пурĕ тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, вĕсен шучĕ 100 те иртсе кайнă. Граждансем харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те сахал мар пынă, ыйтса ҫырнисем 200 иртнĕ.

2015–2017-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикин нормативлă право ĕҫ хучĕсен проекчĕсене сахал мар экспертиза витĕр кăларнă, вĕсен йышĕ 435 ҫитнĕ.

Ҫитес палăртнă йышри ҫынсем Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ĕҫлеме хатĕррине пĕлтернĕ. Сăмаха май, хăйсен планĕ пирки те каласа кăтартнă республика ертӳлĕхне.  Тĕлпулу хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Обществăлла палатăн ҫĕнĕ йышне ҫирĕплетни пирки Указа алă пуснă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика